Штраф тӳлемесен, урам тасатӑн
48 ҫулти арҫынна вӑл обществоллӑ вырӑнта маскӑсӑр пулнӑшӑн икӗ хутчен административлӑ явап тыттарнӑ
Тутарстанра пурӑнакан ҫыннӑн маска ҫуккишӗн штраф тӳлеменшӗн 40 сехет ӗҫлеме тивӗ.
Ҫакӑн ҫинчен "Татар-информ" информаци агентствине Тутарстанри Суд приставӗсен управленийӗн массӑллӑ хыпар хатӗрӗсемпе ҫыхӑну тытакан эксперт-специалисчӗ Лилия Халимова каласа панӑ.
Лениногорскра пурӑнакан 48 ҫулти арҫынна вӑл обществоллӑ вырӑнта маскӑсӑр пулнӑшӑн икӗ хутчен административлӑ явап тыттарнӑ. Арҫыннӑн 15 пин тенкӗ штраф тӳлемелле пулна, анчах вӑл ҫакна тума васкаман. Вара суд приставӗсем ҫав арҫын пирки штрафа тӳлеттерес тесе исполнительнӑй производство пуҫарнӑ. Анчах ҫакӑ та ӑна штраф тӳлеме хистеймен.
Штраф тӳлессинчен пӑрӑнса ҫӳренипе Лениногорскри арҫынна 40 сехет урам тасатма явапланӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев