Шупашкар 550 тултарать
Наградăна чи малтан Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсем тивӗçӗç.
Шупашкар хула депутачӗсем хула администрацийӗн Шупашкарăн 550 çулхи юбилейӗ тӗлне медаль кăларас пуçарăвне ырласа çирӗплетнӗ. Çӗнӗ медалӗн эскизне «Госзнак» Раççей предприятийӗ хатӗрленӗ. Май уйăхӗ тӗлне пирвайхи 500 медаль хатӗр пулӗ. Ăна хула аталанăвне хăйсенчен пай кӗртнӗ, ӗçӗпе хулапа çыннисене пулăшнă шупашкарсене парӗç. Наградăна чи малтан Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсем тивӗçӗç. (А.Салаева сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев