Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сиктӗрмере çӗнӗ урам пулать

Сиктӗрмере час-час пулатпăр эпир. Ял, «Хузангаевское» ял хуçалăх производствин кооперативӗн пурнăçӗпе паллаштарсах тăратпăр вулакансене. Йăлт çырса пӗлтернӗ пек ӗнтӗ, анчах кашни каймассерен пире черетлӗ çӗнӗлӗхсемпе тӗлӗнтереççӗ. Нумай та вăхăт иртмест — ӳсет те ларать мӗнле те пулин çӗнӗ объект.

Хальхинче кайсан «Çӗнӗ Сувар» лапамӗнче пулас музейсен çурчӗсене асăрхарăмăр. Италири Колизей майлăскерсем таçтан инçетрен курăнса лараççӗ. Малтанласа мӗншӗн ку йышши архитектура формине суйласа илни ăнланмаллах мар пулчӗ. 

— Пӗри «Нарспи» музейӗ пулать, тепри — Уява халаллани. Тухья майлă тума шутланă вӗсене. Тăррине туса лартсан ăнланмалла пулать, — ăнлантарать пире кăтартса çӳрекен Евгений Чугунов, «Хузангаевский» ЯХПК председателӗ. 

Часах эпир пӗве патне çитрӗмӗр. Кунта та çӗнни кӗтрӗ пире. Пӗве çыранне тирпейлесе канакансем валли пляж тата ача-пăча площадки янтăланă. Аслисем каннă вăхăтра ачасене выляма вырăн пур халӗ, тӗрлӗ ярăнмалли, улăхмалли хатӗрсем. Вӗсен çумӗнче вара сцена ӳссе ларнă. Ăна хирӗç куракансем валли пысăк вырăн хатӗрлесе хунă. Сценăпа зала шыв каналӗ уйăрса тăрать. 

— Кунта акă çулла концертсем ирттерме, ытти активлăх валли вырăн пулать. Куракансем валли ятарласа саксем лартса тухатпăр. Шыв хӗрринче уçă та, илемлӗ те, — терӗ Евгений Михайлович экскурсие малалла тăсса.

«Çӗнӗ Сувар» комплексăн сылтăм енӗпе вӗр-çӗнӗ çуртсен урамӗ ӳссе ларнă. 

— Ку çуртсене эпир ӗçлекенсем валли тăватпăр. 36-шне хуçалăх шучӗпе, тепӗр 20-шне патшалăх çурт-йӗр фончӗ пулăшнипе. Пӗр пӳрт хакӗ вăтамран 3 миллион тенке ларать. Мӗн кирли унта йăлт пулать. Хамăр пата ӗçлеме килекенсем валли тăватпăр вӗсене. Шел те, ӗçлекенсен енӗпе йывăртарах лару-тăру. Ӗçлесшӗн мар ялта халӗ, çамрăксем пурпӗр хуланалла туртăнаççӗ, — пăшăрханса калаçать хуçалăх ертӳçи.

Евгений Чугунов сăмахӗпе, ӗç укçи те сахал мар, вăтамран 70 пин тенкӗпе танлашать. Хулара хваттер тара тытса уншăн ӗç укçин çуррине парса тăриччен килсе ӗçлесчӗ çакăнта. Ялӗ аталанса пырать, илемӗпе, хăтлăхӗпе район центрӗпе те тупăшма пултарать. Чи кирли — ӗç пур. Хулана каяс тесен вăл та инçе мар — машина е автобус çине лар та хуть те кинона, театра е суту-илӳ центрне кай. Ялта вара пурăн хăвна ирӗккӗн саркаланса. Шкулӗ пур, клубӗ пур, чиркӳ ӗçлет. Халь тата çуллахи канушăн шыва кӗме пӗви те, пляжӗ те пур. Уçăлса çӳреме вăрманӗ те инçе мар. Ăçта паян çапла ӗçлекене çурт е хваттер параççӗ-ха? Кунта вара кирпӗчрен тунă хальхи дизайнпа хăтлă та янтă пӳрт. Пӗр урамра 17, тепринче 16 çурт лартнă. Тепӗр виççӗшӗ ял варринче, иккӗшне хута янă ӗнтӗ, çемьесем пурăнаççӗ унта. 

Хуçалăх шучӗпе тăвакан çуртсене шыв кӗртнӗ. Çутăпа газ кӗртме заявкăсем янă. Часах ку ыйтусене те татса пама тивӗç. Аренда хакӗ те пысăк мар, пурӗ те 4 пин пулать. «Хузангаевский» хуçалăхра ӗçлекеншӗн тӳлев пысăк мар. Кадрсен ыйтăвӗпе Евгений Чугунов ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗпе Марат Зяббаровпа та канашланă. Министр ӗçлекенсене ытти регионсенче шырама сӗннӗ. Ӗç условийӗсемпе паллашсан кăмăл тăвакансем, паллах, пулаççӗ. 

Ирина ТРИФОНОВА. 
К. Малышевпа В. Александрова сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: село