Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сиктӗрмере паянхи кун 307 çын пурăнать

Элкел районӗнчи сайра ял демографипе мухтанма пултарать. Куйбышевпа Ульяновск облаçӗсенче автозаводсем тума тытăнсан районти çамрăксем хуланалла туртăннă. 1980 çулта аслă поэтăмăрăн ятне илнӗ ялăн шăпи те 1990-мӗш çулсен вӗçнелле çынсене савăнтарман.

«Чӗрӗк ӗмӗр каялла çак ял пӗтме пуçланăччӗ, çынсем кунтан куçса каймалли вырăнсем шыратчӗç. Çӗнӗ çуртсем тума чарăнчӗç, çамрăксем хуласене кайса пӗтрӗç. Пурте ял пӗтет тесе шутлатчӗç. Пирӗн ентеш Иван Казанков халăх ыйтнине итлерӗ, яла пулăшма тытăнчӗ. Унтанпа 22 çул иртрӗ. Хăвăр куратăр ял мӗнле çӗкленсе кайнине. 50 процента яхăн çӗнелчӗ Сиктӗрме, ун çумӗнче çӗнӗ поселок çӗкленчӗ. Кунта ӗç пур, ӗçлекенсем вăтамран 36 çулта. Кунта пурăнакансен пуласлăхӗ пур. 25 вырăнлă ача сачӗ пурччӗ, вăл пурне те шăнăçтарайманнипе çӗннине ыйтрăмăр. 40 вырăнлине туса пачӗç, вăл та тулли. Демографи кăтартăвӗсем лайăх, 5-мӗш çул çураласлăх ӳссе пырать. Çӗнӗ шкул кирлӗ. Çакăншăн эпир йăлтах Иван Ивановича тав тумалла. Вăл хăй те ӗçлет, çынна та ӗçлеттерет. Ку кӗрепе тума пирӗн вăй çитет. Вăл пирӗн ачасемшӗн, мăнуксемшӗн юлӗ, усă кӳрӗ тесе шутлатпăр», – терӗ Евгений Чугунов

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев