Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Сиктӗрмере Хусанкай çуртне лартаççӗ

Петӗр Хусанкайăн çуртне лартас пуçару – унăн çывăх тăванӗн, «Звениговское» предприятисен пӗрлешӗвӗн ертӳçин Иван Иванович Казанковăн.

Хисеплӗ ентешӗн, чăваш халăх поэчӗн Петӗр Хусанкайăн тăван ялӗнче кӗçех çурчӗ пуласси куçкӗрет. Çурта Элкел районӗнчи Сиктӗрмере хăй пурăннă çурт вырăннех лартма тытăннине Чăваш патшалăх телерадиокомпанин журналисчӗ Алексей Енейкин хыпарӗ çине таянса чăваш халăх сайчӗ пӗлтерет. Аса илтеретпӗр, Петр Петрович çураласа ӳснӗ çурт вырăнне унччен пысăк чул вырнаçтарнăччӗ.

Алексей Енейкинăн сăмахӗсемпе, Хусанкайăн пӳртне кăçалах туса пӗтерсе унта Петр Петровичăн музейне уçма хатӗрленеççӗ. (И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев