Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сиктӗрмери Уявра кăçал та çын нумайччӗ

Тутарстанăн тата Чăваш Енӗн пӗрремӗш çыннисем хальхинче килменнипе (кун пекки нумайранпа пулманччӗ) Элкел Районӗнчи Сиктӗрмере чăвашсен çуллахи йăлине курас текен çын сахал марччӗ. 17800 çын тӗрӗслев рамкисем витӗр иртнӗ тесе пӗлтерчӗç ШӖМ ӗçченӗсем.

Çилсӗр шăрăх çанталăка хирте, пӗр йывăç хӳтти çук çӗрте чăткалама питӗ те хӗн. Тухья-хушпусен çинчи кӗмӗлӗсем хӗрсе çынсен пуçӗсене пӗçереççӗ. Юрать-ха юнашарах пӗве шывӗ пур, ун енчен вӗрекен çăмăл бриз ирхине вунă сехет тӗлне пачах та çухала пуçларӗ. Анчах та Уяв лапамне кӗпер урлă каçса кӗрекен халăхăн вӗçӗ-хӗрри çукчӗ. Тутарстансем, ытти регионсенчи чăвашсем, курма килекенсем – хӗрлӗпе шурă тумсем хӗвел çинче питӗ илемлӗн курăнаççӗ. 
Музей комплексӗнчисене шута илмесен чăваш кил-çурчӗсем хальхинчи Уявра ытлашши çукчӗ.  Шăрăхра апат-çимӗç хăвăрт юрăхсăра тухма пултарать. Çав вăхăтра литература тӗпелӗ, Иван Яковлевпа Петӗр Хусанкая халалланă лаптăксем, «Уяв пики» конкурс, çамрăксен фестивалӗ, ача-пăча вăййисем, кӗрешӳ, чесбол (шахмат варианчӗ), чăваш праçникӗн хăйнеевӗрлӗхне пăсмарӗç. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев