Сиктӗрмесем ҫитес ҫулхи Уява кӑҫалах хатӗрленме тытӑннӑ
Ӗнер Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкайра 2022 ҫулта кунта Пӗтӗм Раҫҫейри Уяв ирттересси пирки канашлу пулчӗ. Унӑн кунне июлӗн 9-мӗшӗ тесе палӑртнӑ. Анчах та малтан ҫак датӑна ведомствосемпе ҫирӗплетмелле
Канашлӑва ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Марат Ахметов, Элкел районӗн пуҫлӑхӗ Александр Никошин, "Звениговский" ял-хуҫалӑх предприятийӗн ертӳҫи Иван Казанков, ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Константин Малышев, "Сувар" хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, ТР Культура министерстви ҫумӗнчи Ресурс центрӗн, ТР Халӑхсен Ассамблеин представителӗсем тата ытти ҫынсем хутшӑнчӗҫ.
Унччен маларах чӗннӗ ҫынсем Уяв иртмелли вырӑна курса ҫаврӑнчӗҫ. Ку вӑл Сиктӗрмепе Ҫӗньял хушшинче, вӑрман ҫумӗнче, Ӗнчӗ юханшывне пӗвеленӗ тӗлти лапам. Ҫырма леш енче Сиктӗрмен ҫӗнӗ касси тӑсӑлать.
"Хузангаевское" тулли мар яваплӑхлӑ пӗрлешӗвӗн вӑйӗсемпе кунти лапама хатӗрлеме тытӑннӑ та ӗнтӗ.
Плансем пысӑк. Уяв вырӑнне сиктӗрмесем Аксуринчен кая мар тӑвасшӑн. Хальхи вӑхӑтра хӑш-пӗр зданисен никӗсӗсене янӑ, ӑҫта мӗн пулмаллине палӑртаҫҫӗ.
Сиктӗрме ялӗ авалхи Сӑвар хулашӗнчен 15 ҫухрӑмра кӑна пулӑран, Иван Казанков Уяв лапамӗ ҫывӑхӗнче, вӑрман енче "Ҫӗнӗ Сувар" ятлӑ крепоҫ модельне туса лартма ӗмӗтленет. Кунта пурăна-киле туристсене те илӗртме палӑртаҫҫӗ элкелсем. ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Константин Малышев ҫак шухӑшсене ырларӗ. Ҫавӑн пекех вӑл иртнӗ Уявсенчи йӗркелес тӗлӗшӗнчи ҫитменлӗхсене мӗнлерех чакарма пулнине те каласа пачӗ.
Тумаллисем нумай. Сиктӗрмесен тӗллевӗнче – ҫак инфраструктурӑна малашне те укӑ курасси – чӑваш ачисен кану лагерьне е ҫамрӑксен форумӗсене ирттересси, ҫавӑнпа та вӗсем ӗҫе тӗплӗн тытӑннӑ.
Инвестор пуҫарӑвӗ, паллах, республика тӗревӗсӗр ҫӑмӑлах шумӗ. Ҫакна район пуҫлӑхӗ Александр Никошин та лайӑх ӑнланать. Ҫавӑнпа та пухура Уявӑн йӗркелӳ комитетне тата ӗҫ ушкӑнӗсене туса хума тӗллев лартрӗҫ. Марат Ахметов хӑй енчен сиксе тухакан ыйтусенче пулӑшма шантарчӗ. Ҫитес пуху та Сиктӗрмере пулӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев