Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шиминсен çемйи «Это у нас семейное» конкурсра финала тухнă

Тутарстанăн Çамрăксен парламенчӗн председателӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Нина Шимина хăйӗн çемйипе «Россия — страна возможностей» Президент платформин Пӗтӗм Раççейри «Это у нас семейное» конкурсне хутшăнать. Шиминсем финала тухнă.

«Ӗнерхи кун эпир чăнах та ăс-тăнпа пултарулăх, спорт енчен вăйлă çынсене пӗрлештерекен питӗ çирӗп çемье пулнине кăтартса пачӗ.Конкурсăн нумай заданийӗ пирӗншӗн йывăр марччӗ, мӗншӗн тесен эпир килте вăхăта ытларах пӗрле ирттеретпӗр. Шухăшламалли конкурссенче ачасем пиртен те вăр-вартарах пулчӗç, мӗншӗн тесен чылай ыйту шкул программинченччӗ», — тесе каласа пачӗ Нина Шимина конкурс хыççăн. Ун сăмахӗсемпе, вӗсен командинче виçӗ ăру пулнă — амăшӗ, хăй мăшăрӗпе тата йӗкӗреш ачисем. Нинăн ашшӗ вара Шиминсем ăмăртусене хутшăннă вăхăтра вӗсен кӗçӗн ывăлне пăхнă. 


Ӗпхӳре «Это у нас семейное» конкурсăн округри çурма финалне пӗтӗмлетнӗ. Федерацин Атăлçи округӗнчен унта 78 команда финала тухнă, çав шутран 6 çемье Тутарстанран. 


Округри çурма финалсем çӗршывăн кашни округӗнчех, çавăн пекех çӗнӗ регионсенче те, иртнӗ. Мероприятисене 1577 çемье команди (пурӗ 8167 çын) хутшăннă. Финала 300 çемье тухнă. 30 çӗнтерӳçӗ çемьене пурăнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатма 5 миллион тенкӗлӗх сертификат парнелӗç.

 

Сăнӳкерчӗк ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-службин.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2024 – Год семьи в России