Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сиреньелте Акатуй

Акатуй программи Культура çурчӗн илемлӗ пултарулăх ушкăнӗн концерчӗпе, тӗрлӗ вăйăсемпе, ăмăртусемпе тăсăлнă. Акатуй паттăрӗн ятне Радион Петров тивӗçнӗ.

Июнӗн 9-мӗшӗнче Элмет районӗнчи Сиреньел ял хутлăхӗнче Аслă Çӗнтерӳн 70 çуллăхне халалланă паркра Акатуй иртнӗ. Мероприятие халăх йышлă пуçтарăннă. Акатуя «Пилеш» ташă ушкăнӗ уçнă. Сиреньел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Дмитрий Севастьянов çӗр ӗçченӗсене, ял-йыша, килнӗ хăнасене саламласа тав сăмахӗсем каланă. Яла тирпей-илем кӗртессипе çыхăннă экологи мероприятийӗсене хутшăннисене Тав хучӗсемпе чысланă. Элмет районӗнче вӗсем ку енӗпе иккӗмӗш вырăна тухнă. Малалла Акатуй программи Культура çурчӗн илемлӗ пултарулăх ушкăнӗн концерчӗпе, тӗрлӗ вăйăсемпе, ăмăртусемпе тăсăлнă. Акатуй паттăрӗн ятне Радион Петров тивӗçнӗ.  (Елена  ТИХОНОВА. Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана