Çакнашкал тӗллев лартать Тутарстанăн экономика Министрӗ Мидхтат Шакирзянов. Вăл асăннă предприятисене кризиса хирӗç кӗрешмелли федераллă майсемпе активлă усă курма сӗнет.
Министр сăмахӗсемпе, хальхи вăхăтра ял-хуçалăхӗ валли кредит лимичӗсене палăртнă, унсăр пуçне субсидисен пайӗнче тӗревпе гаранти парасси пирки йышăну пур.
«Кирлӗ сферăри федераллă министерствосемпе пирӗн предприятисем çакнашкал ӗçе ӗнтӗ туса ирттереççӗ. Ку чухне чи кирли – система йӗркелекен предприятисем хăйсен ӗçне чармалла мар», - тесе палăртнă Шагиахметов. Пурӗ федераллă перечене Тутарстанран 44 система йӗркелекен предприяти кӗрет.
Нет комментариев