Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шкул ачисемпе студентсем «Союзный диктант» акцие хутшăнма пултараççӗ

Студентсемпе шкул ачисен Халăхсен хушшинчи «Союзный диктант» акцие хутшăнма май пур.

Историпе çыхăннă 30 ыйту çине союзный-диктант. рф сайта кӗрсе хуравлама пулать, тесе пӗлтерет ТР Вӗрентӳпе наука министерстви. Пӗтӗм ыйту çине тӗрӗс хуравласан чи пысăк 100 балл пухма пулать. Кашни хутшăнаканах миçе балл пухнине çырнă сертификат парăнать.


Акцие хутшăнакансем диктант çырнине ӗнентерекен постсем çырса, вӗсем çумне сăнӳкерчӗк лартса соцсетьсенчи хăйсен страницисенче е ача-пăчапа çамрăксен обществăлла организацийӗсен ушкăнӗсенче кăларма пултараççӗ. Вӗсене #25летВМЕСТЕ, #Минобрнауки_России, #ДвижениеПервых, #ДвижениеПервых67, #Союзное_государство хештегсемпе палăртма манмалла мар. 


Сайтра вырнаçтарнă Союзлă патшалăхăн историйӗпе çыхăннă методика материалӗсемпе вӗрентекенсем истори урокӗсенче, класс сехечӗсенче усă курма пултараççӗ. 


Проекта «Раççей — Беларусь» проект офисӗпе РФ Наукăпа аслă пӗлӳ министерстви тӗрев панипе «Движение первых» ача-пăчапа çамрăксен обществăлла юхăмӗ йӗркелесе ирттерет.

Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе наука министерствин сайтӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев