Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Шкул çулне çитмен ачасем ӳстерекен 390 ытла хӗрарăм ӗçе вырнаçнă

Тутарстанра çулталăк пуçланнăранпа «Работа России» Кадр центрӗ пулăшнипе шкул çулне çитмен ачасене ӳстерекен 393 хӗрарăм ӗç тупнă.

Халăха ӗçпе тивӗçтерекен службăн специалисчӗсем ӗç шыракансене тӗрлӗ сферăра – сывлăх сыхлавӗнче, экономикăра, ял хуçалăхӗнче, вӗренӳре, çăмăл промышленностьра тата пысăк технологисенче вакансисем сӗннӗ. Хӗрарăмсем медицина сестрисен, бухгалтерсен, дояркăсен, маркетологсен, техниксен, подразделени ертӳçисен, логопедсен, воспитательсен, ветеринари санитарӗсен, çӗвӗçсен, инженер-конструкторсен, технологи установкисемпе автомат линийӗсен операторӗсен тата инженер-химиксен должноçӗсене ӗçе вырнаçнă.

Центр ӗç суйласа илме кăна мар, хӗрарăмсене психологи тӗлӗшӗнчен те пулăшать. Çулталăк пуçланнăранпа 55 хӗрарăм професси суйлассипе консультаци илнӗ, 23-шӗ социаллă адаптаци иртнӗ, 16-шӗ психологи пулăшăвӗ илнӗ.

Профессие таврăнмалли тӗп инструмент – вӗренӳ. «Кадры» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн   7  хӗрарăм ятарлă курссем иртнӗ тата 13 хӗрарăм çывăх вăхăтра çӗнӗ професие алла илӗç.  Унсăр пуçне патшалăх программи шайӗнче ӗçсӗр 60 хӗрарăм вӗренме тытăннă, вӗсенчен 29-шӗ курссене вӗçленӗ ӗнтӗ, тепӗр 31-шӗ çӗнӗ хăнăхусене алла илет.

Хăйӗн ӗçне уçма пулăшасси уйрăм пулăшу мери пулса тăчӗ. Çак майпа шкул çулне çитмен ачасене ӳстерекен 46 хӗрарăм усă курнă. Вӗсем косметологи, реклама, шкул çулне çитменнисен пӗлӗвӗ, ландшафт дизайнӗ, çăкăр пӗçересси, сăнӳкерчӗк тата клининг сферисенче бизнес аталантараççӗ.

Пулăшу мерисем пирки тӗплӗ информацие portal.tatartrud.ru порталта тупма, унтах е пӗрлехи контакт-центр телефонӗпе 8 (843) 222-05-57 консультаци иртме çырăнма пулать.

«Работа России» Кадр центрӗн сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: трудоустройство Работа в России кадровый центр мамы с детьми