Шкул форми – Патшалăх стандарчӗпе
Раççейре 2024 çулăн иккӗмӗш çур çулӗнче тепӗр Патшалăх стандарчӗ пулать, вăл шкул формине пырса тивет, тесе пӗлтерет РБК Татарстан Роскачествăн пресс-службин хыпарӗ çине таянса.
2017 çултанпа хатӗрлекен çак документ тӗпрен илсен шкул тумне çӗлекенсем валли требовани пулать. Патшалăх стандарчӗ шкул формин ассортименчӗ, тӗсӗ, моделӗ, регионсен уйрăмлăхне мар, пусма-тавар пахалăхне тимлӗх уйăрма хистӗ. Урăхла каласан, хатӗр изделийӗн физикăпа гигиена тата физикăпа механика свойствисене тивӗçтермелле пулать. Ку свойствăсем вара паха чӗртавартан тӗртнӗ пусма-таварăн кăна пур. Çапла вара шкул формине çӗлекенсен çак требованисене тивӗçтермех тивет, апла-тăк пусма-тавар çине укçа перекетлесе синтетика хушнă йӳнӗ пусма-тавартан çӗлеймест.
Патшалăх стандартне хатӗрлекенсен йышăнче Тутарстан текстильщикӗсен союзӗн представителӗсем те пур. Проекта уççăн сӳтсе явнă хыççăн халӗ тӳрлетӳсем кӗртеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев