Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Шкула пуçтарăнма пулăш» акци сентябрӗн 1-мӗшӗччен тăсăлать

Тутарстанра «Шкула пуçтарăнма пулăш» акцин пӗрремӗш эрни мӗнле иртнине пӗтӗмлетнӗ.

ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Минзалия Закирова каланă тăрăх, акци пуçлансан пӗрремӗш эрнере «Единая Россия» партин приемнăйне 811 çын килнӗ. Ачасене вӗсем пулăшнипе 77 портфель панă. Тепӗр 105 шкул ачине муниципалитетсем пулăшнă.

Тутарстанра акци вăхăтӗнче нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесенчи, ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисенчи 30 пин ытла шкул ачи пулăшу илме тивӗç. Çавăн пекех Тутарстан шефа илнӗ Лисичанскпа Рубежное хулисенчи 2,5 пине яхăн ача валли те портфельсем ăсатасшăн.

«Шкула пуçтарăнма пулăш» акци сентябрӗн 1-мӗшӗччен тăсăлать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев