Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шкулпа çыхăну çухатмаççĕ

Çулсерен редакци хаçат çырăнакансен хушшинче акци ирттерет. Квитанцисем республикăран, Раççейӗн ытти регионӗсенчен те çитеççӗ.

Нумаях пулмасть пирӗн пата акцире выляса илнӗ парнене илме сумлă хăна, Нурлат районӗнчи Киклӗпуç ялӗнче пурăнакан Кузьма Петрович Максимов килсе кайрӗ. Каласа хăвармалла, Кузьма Петрович редакци парнине пӗрремӗш хут мар тивӗçнӗ. Малтан парне илме унăн хӗрӗ килетчӗ пулсан, хальхинче Валентина ашшӗне хăйне редакци ӗçченӗсемпе паллашма илсе килчӗ.

Кузьма Петрович Нурлат районӗнчи Киклӗпуç ялӗнче çуралнă. Ялти шкултан вӗренсе тухнă. Салтака кайса килнӗ хыççăн вăл тăван ялне таврăннă, шкулта истори предметне вӗрентнӗ. Çичӗ çул хушши, 1983 çултан пуçласа 1990 çулччен, парти организацийӗн секретарӗнче ӗçленӗ хыççăн каллех шкула таврăнма шутланă. 26 çул директор пулса ӗçленӗ. Вырăс чӗлхипе литературин вӗрентекенӗпе Лидия Дмитриевнăпа çемье çавăрнă. Хальхи вăхăтра пенсире пулсан та шкулпа çыхăну çухатман Максимовсем. Сентябрӗн 1-мӗшӗнче, Учитель кунӗнче мăшăрӗпе пӗрле шкула çӳреççӗ. 

«Çутӗç отличникӗ», «Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ» ятсене тивӗçнӗ Кузьма Петрович. Хусанти тата Нурлат районӗнчи парти обкомӗн Хисеп хăмисем çинче унăн сăнӳкерчӗкне курма пулать.

Çур ӗмӗр ытла пӗрле килӗштерсе пурăнать мăшăр. Кузьма Петровичпа Лидия Дмитриевна пилӗк ача ӳстерсе пурнăç çулӗ çине тăратнă. Аслă хӗрӗ Марина ялтах юлнă, ашшӗпе амăшӗн çулӗпе кайнăскер тăван шкулта физика тата математика вӗрентет. Аслă ывăлӗ Сергей çемйипе Мускавра пурăнать. Ульяновскра Надя ятлă хӗрӗ тӗпленнӗ, вăл садикре воспитатель пулса ӗçлет. Кӗçӗннисем — Валентинăпа Андрей — Хусанта пурăнаççӗ. 

Ачисем ӳссе çитӗннӗ пулсан та вӗсем çинчен шутлама пăрахмаççӗ ашшӗпе амăшӗ, вӗсемшӗн пăшăрханаççӗ. Ачисем те вӗсене манмаççӗ, тăван киле килсех тăраççӗ. Халь сакăр мăнукпа тата виçӗ кӗçӗн мăнукпа савăнаççӗ Максимовсем.

«Сувар» хаçатпа та темиçе çул туслă Кузьма Петрович. Пӗрре те çырăнмасăр юлмасть. «Пирӗн хаçат вăл, ăна çырăнмаллах», — тет.

Оксана БЕРДНИКОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2023 – Год педагога и наставника