Шкулсемпе ача сачӗсене юсама 180 миллион тенке уйăрнă
13 шкула, ача садне тата ытти объекта юсама Тутарстанра 179,5 миллион тенкӗ ярӗç. Пӗрлехи тендер патшалăх туянăвĕсен порталӗнче пичетленнӗ.
Тӗслӗхрен, кӑçал раштавӑн 1-мӗшӗччен Кайпӑç районӗнчи Кӳлпуç шкулӗнче, Эльметри 40 № ача садĕнче, Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксури «Ивушка» тата Кивĕ Çĕпрелĕнчи 1 № «Солнышко» ача сачӗсенче, Актаныш районӗнчи Такталачук ялӗнче вырнаçнă сывлăх енчен çирĕп мар ачасен шкул-интернатĕнче юсав ĕçĕсем ирттерме палăртнă.
Çавӑн пекех юсамалли объектсен шутне Çырчаллинчи сывлăх енчен çирĕп мар ачасен 86-мĕш № «Омет» шкул, «Калкан» полицин кадет шкулӗ, сывлăх енчен çирĕп мар ачасен 75 № шкул, Совет Союзӗн Геройӗ Ильдар Маннанов ячĕллĕ 85№ кадетсен шкулĕ тата ашшӗ-амӑш хӳттисӗр юлнӑ ачасене çемье тупма пулӑшакан центр кĕнĕ. Тата виçӗ объект Анат Камăра вырнаçнӑ: сывлăх енчен çирĕп маррисем валли шкул-интернат, Федерацин Атӑлçи округӗнчи Совет Союзӗн Геройӗ Гани Сафиуллин ячĕллĕ Тутарстанри кадет корпусӗ тата ача çурчӗ.
Тĕпрен юсав ирттерме кирлĕ укçа-тенке Тутарстан бюджетĕнчен уйăрма палăртнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев