Шкулсенче профориентаци енӗпе пухусем иртеççӗ
Паян, сентябрӗн 19-мӗшӗнче шкулсенче профориентаци енӗпе Пӗтӗм Раççейри ашшӗ-амӑшӗсен пухӑвӗ пулать. Тӗлпулӑвӑн тӗп теми – шкул ачине хӑйен профессине тупма пулӑшасси тата ăна суйласа илме ашшӗ-амăшӗ мӗнле пулăшма пултарасси.
Пуху вӑхӑтӗнче профориентаци амбассадорӗсем — педагог-навигаторсем — çул çитмен ачасемпе мӗнле ӗçлемели, хальхи вӑхӑтри майсем çинчен каласа парӗç, хумхантаракан ыйтусене хурав тупма пулӑшӗç. Раççей IT-специалисчӗсем хатӗрленӗ bvbinfo.ru платформӑпа паллаштарӗç. Çавӑн пекех «Россия – мои горизонты» курсӑн çӗнетнӗ программине тата Раççейри профориентацин Пӗрлехи модельне презентацилӗç.
Мероприятие йӗркелекенсем РФ Çутӗç министерствипе «Билет в будущее» программӑн федераллӑ операторӗ – Гуманитари Проекчӗсен фончӗ.
Пуху пирки тӗплӗнрех информацие ача çӳрекен шкулта педагог-навигатортан пӗлме пулать.
РФ Çутӗç министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев