Скверсемпе парксем хăтлăрах пулаççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Скверсемпе парксем хăтлăрах пулаççӗ

Тавралăха хăтлăрах тăвассипе кăçал Хусанта пилӗк пысăк ӗç туса ирттерӗç

 

Серов урамӗнчи бульварти ӗçсене вӗçлеççӗ; Хусан варринчи Ленински сада хальхи вăхăтпа килӗшӳллӗн юсаса çӗнетеççӗ; Горький ячӗллӗ паркри ӗçсене малалла илсе пыраççӗ; «Тебриз» сквера шăпăрлансене выляма-аталанма меллӗрех тăваççӗ; Анат Кабанăн çыранӗнӗсене, черечӗпе виççӗмӗш хут юсаса тирпейлеççӗ.

Кун çинчен Хусан тулашри хăтлăх комитечӗн ертӳçин çумӗ Альберт Шайнуров каласа панă.

Юлашки 15 çулта юсаса илемлетнӗ обществăлла вырăнсен шучӗ хулара 5 хут ӳссе 627 гектара çитнине пӗлтернӗ А.Шайнуров. Малтанхи тăватă проектне   «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» («Пурнăçшăн инфраструктура» наци проекчӗн пӗр пайӗ) федераллă проект витӗмӗпе пурнăçа кӗртессине пӗлтернӗ вăл. Анат Кабанăн çыранӗсене Тутарстан бюджечӗн шучӗпе тирпейлеме йышăннă.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.


#нацпроект

Нет комментариев