Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӳслӗкпе ӳслӗк пӗр мар

Раççейӗн тӗрлӗ регионӗсенче коклюшпа (каçăхтарса яракан ӳслӗк чирӗ) аптракансен шучӗ нихăçанхинчен нумай


Раççейӗн тӗрлӗ регионӗсенче коклюшпа (каçăхтарса яракан ӳслӗк чирӗ) аптракансен шучӗ нихăçанхинчен нумай

 5 çула çитмен ачасем коклюш чирӗнчен вилесси 1 процентпа танлашать тесе пӗлтерет статистика. Уйрăмах тин çуралнисене хăрушă ку — вӗсем прививка тума çула çитмен-çке. Коклюш чирӗпе мӗнле кӗрешмелле? Тухтăрсем ачасене те, аслисене те вăхăтра вакцинаци туни чиртен хăтарса хăварать теççӗ. Прививкăсен наци календрӗпе килӗшӳллӗн ачасем 3 тапхăрпа вакцинаци иртеççӗ: 3 уйăхра, 4,5 уйăхра, 6 уйăхра. Çулталă çурăра — ревакцинаци. Инфекционистсем: «Коклюшран тунă вакцина 5-10 çул хӳтӗлет çынна», — теççӗ. 


Чир сарăлнин сăлтавӗ вакцинаци иртмен ачасем йышланнинче тата ачасен иммунитечӗ хавшанинче.


4 çултан аслăрах ачасене уйрăмах асăрхамалла чирлесрен, вӗсем йывăррăн чăтса ирттереççӗ коклюша. Инфекционистсем чирӗн микробӗнчен ытла токсинӗ хăрушăрах пулнине палăртаççӗ. Педиатрсем, терапевтсем коклюш алхаснă вăхăтра маскăпа çӳрени чир ересрен хӳтӗленине çирӗплетеççӗ. Чирлекенсем нумай пулсан шкулсене, ача сачӗсене карантина хупмалла тесе канаш параççӗ инфекционистсем.

Сăнӳкерчӗк авторăн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье