«Служение» преми финалне Тутарстанран икӗ проект тухнă
Пӗтӗм Раççейри III муниципаллă преми финалне республикăран икӗ проект иртнӗ. Вӗсемшӗн апрелӗн 6-мӗшӗччен сасăлама пулать. Кун пирки Хусан мэрийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Хула тата республика çыннисем вырăнти хăйтытăмлăха аталантарма тата пурнăç пахалăхне ӳстерме пулăшакан тӗп проектсене çӗнтерме пулăшма пултараççӗ.
Хусан мэрӗн Ильсур Метшинăн «Казань. Единство в многообразии» проекчӗ «Единство народов России – сила страны» номинацире çӗршыври чи лайăх 110 пуçару шутне кӗнӗ. Программа шайӗнче хулара тӗрлӗ мероприятисем иртеççӗ. Сăмахран, Атăлçи тăрăхӗнчи пурăнакан халăхсен йăли-йӗркипе паллаштаракан «Древо жизни» проект. «Итиль» фестиваль музыкантсене, вокалистсене, дизайнерсене тата театр деятелӗсене пӗр-пӗринпе çыхăнса ӗçлемелли площадка, регионсем хушшинче культура диалогӗн тата опытпа ылмашăнмалли вырăн пулса тăрать. «Голоса Казани» театрализациленӗ представлени вара кашни çулах мэрин балконӗсем çинчен классиксемпе вырăс тата тутар литературин хальхи авторӗсен юррисемпе сăввисене итлеме пин-пин çынна пухать.
«Хәрәкәттә – бәрәкәт» çуллахи проект Кабан кӳлли хӗрринче тутар ташшине юратакансене пӗрлештерет. Профессиллӗ хореографсем кăмăл тăвакансене тутарла ташлама вӗрентеççӗ, халăх вăййисене выляттараççӗ.
Финала иртнӗ Тутарстанри тепӗр пуçарса – Тукай районӗн депутачӗн Валерий Тигрăн «Активная помощь воинам СВО на передовой и их семьям» проекчӗ.
Эксперт канашӗ кăçал пурӗ рекордлă 63 397 заявкăна пăхса тухнă. Конкурса 11 номинаципе 10-шар проект суйланă. Çӗнтерӳçӗсене халăх сасăлавӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх апрель уйăхӗнче РФ Президенчӗн администрацийӗн ертӳçин пӗрремӗш çумӗ Сергей Кириенко ертсе пыракан сăнав канашӗ палăртӗ. Вӗсене апрелӗн 21-мӗшӗнче Пӗтӗм Раççейри «Малая Родина – сила Россия» форум шайӗнче чыслаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев