"Снег башка попадёт..."
Асӑрхануллӑ пулӑр!
Пӗр кун хушшинче Хусанта виҫӗ ҫын ҫурт тӑрринчен ӳкнӗ пӑрпа юра пула суранланнӑ.
Ҫакӑн ҫинчен журналистсене республикӑри Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.
Виҫӗ инкек те шӗкӗр хулара вырсарникун, январӗн 24-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Суранланнӑ ҫынсем пурте васкавлӑ пулӑшу чӗнтернӗ.
61 ҫулти арҫын ҫине ҫурт тӑрринчен пӑр ӳкнӗ, вӑл сӑмсине ыраттарнӑ. Тепӗр ҫӗрте юр 53 ҫулти хӗрарӑмӑн ҫурӑм шӑммине хуҫнӑ. 17 ҫулти ҫамрӑк та ҫурт тӑрринчен ӳкекен пӑр катӑкӗнчен пӑрӑнса ӗлкӗреймен, пуҫ миммине суранлатнӑ.
Асӑрхануллӑ пулӑр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев