Сочи – «Сириус» – Фестиваль
2024 çулх мартăн 1-мӗшӗнче Сочире Пӗтӗм тӗнчери çамрăксен фестивале уçăлать
2024 çулх мартăн 1 — 7-мӗшӗсенче РФ Президенчӗн Владимир Путинăн Указӗпе «Сириус» федераллă территрире Пӗтӗм тӗнчери çамрăксен фестивалӗ иртет. Хура тинӗс çыранӗнче Сочире 2014 çулта кунтах Хӗллехи Олимпиада иртнӗччӗ.
Пӗтӗм тӗнчери çамрăксен фестивальне бизнесра, медиапа культурăра, халăхсен хушшинчи килӗшӗве тытса пырассинче, спортра, обществăлла пурнăçра, наукăра, вӗрентӳре ӗçлекен çамрăксемпе студентсем, Фестиваль историӗнче кăçал пӗрремӗш хут тӗрлӗ пӗрлешӳсемпе организацисенче тăракан çула çитмен ачасем хутшăнаççӗ — 500 ача Раççейрен, 500 — ют çӗршывсенчен. Пӗтӗмпе 180 ытла çӗршывран 20 пин çын регистраци иртнӗ.
Фестивалӗн спорт программи 2024 çулхи сентябрь уйăхӗнче иртекен «Всемирные игры дружбы» Халăхсен хушшинчи ăмăртусемшӗн хăйне май реклама платформи пулса тăрӗ.
Фестивалӗн тӗп программи «Сириусра» вӗçленсен çамрăксене виçӗ кунлăха Мускава илсе каяççӗ. Унта «Россия» куравпа ВДНХра паллашнă хыççăн тӗрлӗ маршрутпа çӗршывăн хулисене çитерсе кăтартӗç. Çапла майпа ют çӗршыв çамрăкӗсем Раççейпе çывăхрах паллашӗç. Хусанта 55 çӗршывран 100 яхăн çамрăка кӗтеççӗ мартăн 13 — 16-мӗшӗсенче Тутарстанпа паллашӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев