Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Социализмла Ӗç Геройне Лазарь Дергунова асӑнса йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ иртрӗ

Февралӗн 7-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упире ентешӗмӗре – Социализмла Ӗç Геройне Лазарь Васильевич Дергунова асӑнса йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Мероприятин тӗллевӗ – хӗллехи спорт тӗсӗсене тата сывӑ пурнӑç йӗркине пропагандӑласси, Социализмла Ӗç Геройӗн Лазарь Дергуновӑн ятне ӗмӗрлӗхе хӑварасси. Йӗлтӗрçӗсем Çӗпрел, Пăва, Апас районӗсенчи, Чăваш Енри Патăрьел, Елчӗк, Шăмăршă округӗсенчи тӗрлӗ шкулсенчен çитнӗ.

Малтанах Çӗнӗ Упинчи тӗп шкулта вӗренекенсем Ӗç паттӑрӗн пурнăçӗпе паллаштарчӗç, çитӗнӗвӗсем пирки каласа пачӗç. Раççей тата Тутарстан гимнӗсем янӑранӑ хыççӑн пухӑннисен умӗнче Çӗпрел районӗн пуçлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, Упи ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Александр Ярухин, районти çамрӑксен ӗçӗсен, спорт тата туризм уйрăмӗн пуçлăхӗ Руслан Вильданов ӑмӑртура пурне те хастарлăхпа ӑнӑçу  сунчӗç.

Ӑмӑрту пилӗк ӳсӗм категорийӗнче, яшсемпе хӗрсем хушшинче уйрӑммӑн иртрӗ. Пур дистанцире те çӗнтерӳçӗсене палӑртрӗç.

Ӑмӑртура мала тухнӑ кашни йӗлтӗрçӗ Кубок, Хисеп хучӗ, медаль, асӑнмалӑх парне илме тивӗçлӗ пулчӗ.

Ӑмӑртӑва пуçаракансем тата спонсорӗсем паттӑр ентешӗн Лазарь  Дергуновӑн мӑнукӗсем пулчӗç. Чупса тухнисене вӗри чейпе, пылак çимепе сӑйларӗç.

Шăматкунхи юрлă çанталăк ял-йыша, хăнасене чӑн-чӑн спорт уявӗ парнелерӗ, ырӑ туйӑмсем хăварчӗ.

 Юрий Адъютантов.

Çӗпрел районӗ,

Çӗнӗ Упи.

 Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2026 – Год воинской и трудовой доблести в Татарстане