Социаллă программăсене пурнăçласси приоритетра
Тутарстан Республикин 2026 – 2028 çулсен бюджечӗн закон проектне Патшалӑх Канашне кӗртнӗ. Çывӑх вӑхӑтра ăна профильлӗ комитетсем пӑхса тухса парламентра анлăн сӳтсе явӗç
Бюджет, налог тата финанс комитечӗн председателӗ Леонид Якунин журналистсене депутатсем бюджет проектне лайăх тесе хаклани çинчен пӗлтернӗ.
Леонид Якунин Республикӑн тӗп финанс законӗнче çитес çула планланӑ тупӑш кӑçал маларах шутланинчен пысăкрах пулнине палӑртнă. «Бюджет шайлашуллӑ, палӑртнӑ тупӑшсем 498 миллиард тенкӗпе танлашӗç, 512 миллиард тенкӗлӗх тăкакланассине пӑхса хӑварнӑ. Бюджет дефицичӗ 13 миллиард тенкӗрен кӑшт ытларах», – каласа панă Леонид Александрович.
Федераллӑ хушма укçа-тенкӗ пирки сăмах пымасть ку цифрăсене асăннă чух. Мӗншӗн тесен кашни çулах тӗрлӗ проектсемпе федераци бюджетӗнчен те укçа куçать тата унсăр пуçне те çулсерен хушма тупăш ытларах бюджета кӗни çинчен каласа панă комитет председателӗ.
Виçӗ çуллăха планланă республика бюджечӗ хӑйӗн социаллӑ ыйтусене тивӗçтерес тӗллевне сыхласа хăварнине палăртрӗ чиновник: «Бюджет çинчен калакан законра чи пӗлтерӗшли – мӗнпур социаллӑ обязательствӑсене пурнӑçласси, çав шутра бюджет сферинче ӗçлекенсен ӗç укçине ӳстересси. Пӗтӗмӗшле ТР тӗп финанс документӗнче çитес çул ӗçшӗн тӳлемелли фонд 1 триллион та 472 миллиард тенке çитӗ. Ку пысӑк сумма, унран тӳлекен налологсем республика бюджетне тӳпе кӗртӗç».
Çитес виçӗ çулта ятарлӑ çар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен çемйисене пулӑшассине малалла тӑсӗç. Налог тата бюджет законӗсенче улшӑнусем пур. Сӑмахран, чи пӗчӗк ӗç укçи (МРОТ) ӳсет, хушма хак налогӗн (НДС) ставки те, налога ансатлатнă тытăмпа тӳлес йӗрке те улшăнать.
Тутарстанӑн 2026 – 2028 çулсене палăртнă бюджечӗ çинчен калакан закон проектне çитес вӑхӑтра ТР Патшалӑх Канашӗн официаллӑ сайтӗнче вырнаçтарӗç.
Сăнӳкерчӗк gossov.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев