Сочирен Çурçӗр полюсне
«Росатом» Патшалăх атом энергийӗн корпорацийӗ Пӗтӗм тӗнчери çамрăксен фестивалӗн программин витӗмӗпе Çурçӗр полюсне кайма экспедиторсем суйласа илнӗ. Конкурса 2 пине яхăн çын заявка панă. 15 çын çӗнтернӗ, вӗсенчен пӗри — Тутарстан делегачӗ Анастасия Захарова.
Пӗтӗм тӗнчери çамрăксен фестивалӗ мартăн 1—7-мӗшсенче РФ Президенчӗн Указӗпе «Сириусра» иртнӗ. Фестивале халăхсен хушшинчи çамрăксен хутшăнăвне лайăхлатассишӗн йӗркеленӗ.
Çурçӗр полюсне каяс текенсен тӗрӗслевӗ темиçе туртан тăнă. Кандидатсен професси шайне, тарăн пӗлӗвне пăхнă. Темиçе кун хушшинче çамрăксем командăпа туслă ӗçлеме пултарнине кăтартнă, интеллектуаллă вăйăсем вылянă, «Росатомăн» Арктикăри экспедицинче татса памалли ыйтусемпе ӗçлеме инновацилле сӗнӳсем панă.
«Эпӗ хам çинчен геолог пулнине каласа патăм. Балтика шельфӗнче ӗçлесе курнă, Хӗвеланăç Çӗпӗр тӳремӗнче кăра çанталăк условийӗсенче пулнă. Çурçӗре чи çывăх вырăнта — Çурçӗр анлăхӗн 90-мӗш градусӗ — пулса курасси маншăн пысăк ӗмӗт. Çакăн пек шанăç килсе тухнăшăн хӗпӗртетӗп», — савăнăçне пӗлтернӗ Анастасия.
Сăнӳкерчӗк ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев