Совет Союзӗн Геройӗ Семен Уганин çуралнăранпа 100 çул
Январӗн 7-мӗшӗнче Семен Артемьевич Уганинăн 100 çуллăхне халалласа тăван Матак шкулӗ ялти обелиск çумӗнчи палăкӗ умне чечек хунă.
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартса Совет Союзӗн Геройӗ ятне тивӗçнӗ чăваш Семен Артемьевич Уганин çуралнăранпа январӗн 7-мӗшӗнче 100 çул çитрӗ. Паттăра тăван Матак ялӗ (Çӗпрел районӗ) паянхи кунччен хисеплесе чӗрере упрать. Вырăнти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул тата ялти аслă урам ун ячӗпе хисепленет.
Аслă вăрçăран ырă-сывă таврăннă Совет Союзӗн Геройне тăван ялта мар, Красноярск карайӗнчи Норильск хулинче пытарнă. Çак хулара ӗçлесе пурăнакан Ишлӗпе Матак ялӗсен çыннисем унта та хăйсен паллă ентешне манмаççӗ, кашни çул Çӗнтерӳ кунӗнче вилтăпри çине каяççӗ.
Январӗн 7-мӗшӗнче Семен Артемьевич Уганинăн тăван ялӗнчи шкул унăн 100 çуллăхне халалласа вырăнти обелиск çумӗнчи палăкӗ умне чечек хунă.
Шкул директорӗ М. И. Ермолаева митинга уçса пухăннисене пурне те саламланă. Паттăр ентешӗн ятне шкул тивӗçлӗн тытса пынине, унпа кашни шкул ачи мăнаçланнине палăртса хăварнă вăл.
Митинга çаплах Матак ял хутлăхӗн пуçлăхӗ В. И. Шумилов, Матак шкулӗнчен вӗренсе тухнă, халӗ аслă çар училищин курсанчӗ Петр Моcейкин тата СВОна хутшăннă ентеш-салтаксем хутшăннă. (Сăнӳкерчӗк Матак шкулӗн сайтӗнчен).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев