«Созвездие-Йолдызлык» – çӗршывра урăх çук кун пек чаплă проект
Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун ТР Министрсен Кабинетӗнче ачасен савăнăçлă сассисем илтӗнсе тăчӗç
«Созвездие-Йолдызлык» фестиваль-конкурсăн çамрăк артисчӗсем пуçтарăннă унта. Сăлтавӗ те пысăк, сумлă– «Созвездие-Йолдызлык» XXVI Уçӑ республика телекуравӗн çамрӑксен эстрада искусствин фестивалӗн çӗнтерӳçисенеТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева РТ Раисӑн патшалӑх стипендийӗсене пачӗ. 2006 çултанпа 583 çӗнтерӳçе çапла майпа хавхалантарнă. 1-мӗш степень лауреачӗсене хатӗрленӗ педагогсене те преми парса тав тунă. Кăçал 21-мӗш хут иртрӗ церемони, яланхи пекех, июнӗн 1-мӗшӗнче. Чаплă лару-тăрăва культра, вӗрентӳ сферинчи влаçăн закон йышăнакан, ӗç тăвакан органӗсенче ӗçлекенсем тата общствăлла организацисен представителӗсем хутшăнчӗç.
Чи малтанах Лейла Ринатовна пурне те июнӗн 1-мӗшӗпе, Тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кунпа саламларӗ. Çак кун пуриншӗн те, аслисемшӗн те, çула çитменнисемшӗн те, кӗçӗннисемшӗн те пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртрӗ. Мӗншӗн тесен çак кун çӗршывăн чи çамрăк гражданӗсене чыслаççӗ. Ачасене, çамрăксене талантлă пулма, пурнăçра яланах пысăк çитӗнӳсем тума вăй-хал сунчӗ вице-премьер.
ТР вӗрентӳ тата наука министрӗ Ильсур Хадиуллин ачасен çитӗнӗвӗшӗн вӗсен педагогӗсене, наставникӗсене тав турӗ.
ТР çамрăксен ӗçӗсене министрӗ Азат Кадыров та педагогсен ӗçне пысăка хурса хакларӗ, ачасенче талантсем аталантарнăшăн тав турӗ. «Пурне те сывлăх, тăнăçлăх сунатăп, Ачасене хӳтӗлемелли кун çулталăкра 365 куна тăсăлтăр», – терӗ вăл сăмахне вӗçленӗ май.
«Созвездие-Йолдызлык» фестивалӗн генеральнăй продюсерӗ Дмитрий Тумановăн сăмахӗ яланхи пекех хӗрӳллӗ пулчӗ. Республика ертӳçисем пултаруллă ачасене аталанма пӗтӗмӗшле условисем туса панине те, фестивале пӗрремӗш кунран халиччен тӗрев панине те, «Созвездие-Йолдызлык» ресубликăн элитине ӳстернине те каларӗ. Çавăн пекех фестивале йӗркелесе ирттернӗ çӗре хутшăннисене, республикипе куллен районтан района çӳрекен жюри пайташӗсене тав турӗ. Дмитрий Александровича хăйне РФ Патшалăх Думин депутачӗ Татьяна Ларионова Аттелӗхе, аннелӗхе, ачалăха хӳтӗлессипе ӗçлекен комитет ятӗнчен стена çине çакмалли ятлă сехет парнелерӗ. «Çӗршывра çук тӗлӗнмелле чаплă проект», – тесе хакларӗ Татьяна Петровна фестивале.
РФ Патшалăх Думин тепӗр депутачӗ Анатолий Петрович Иванов фестивалӗн пӗрремӗш утăмӗсене тунă чух Д.Тумановпа пӗрле кӳлӗннӗ çак ӗçе. Çавăнпа «Созвездие-Йолдызлык» ирттересси мӗнле кăткăс та интереслӗ, пархатралă пулнине лайăх пӗлет. «Пирӗн культура сферине яланах юлашкине паратчӗç. Тутарстанра ку лару-тăрăва «Созвездие-Йолдызлык» улăштарчӗ. Халӗ культура пысăк укçа-тенкӗ уйăракан отрасльсенчен пӗри пулса тăрать», – терӗ вăл фестиваль витӗмӗ пысăк пулнине кăтартса.
«Созвездие-Йолдызлык» – ЮНЕСКО ӗçӗсен РФ Комиссин патроначӗн витӗмӗпе ӗçлекен Раççейри пӗрремӗш фестиваль юхăмӗ пулса тăрать. Ансатрах каласан, ЮНЕСКО гуманитари палăкӗ. Кăçал шăп 10 çул çитрӗ çак чыслă статуса тивӗçнӗренпе.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Сăнӳкерчӗксем авторăн, prav.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев