«Созвездие-Йолдызлык» фестивалӗн çӗнтерӳçисене ТР Раисӗн патшалăх стипендине парӗç
Июнӗн 1-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун, ТР Министрсен Кабинетӗнче «Созвездие-Йолдызлык» республикăри çамрăксен эстрада искусствин XXVI уçă телекурав фестивалӗн çӗнтерӳçисене ТР Раисӗн Рустам Миннихановăн ятарлă патшалăх стипендийӗсене парас церемони иртет. Кун пирки ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Тутарстан Республикин Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева, закон кăларакан тата ӗç тăвакан власть органӗсен, культурăпа вӗрентӳ сферин, çавăн пекех общество организацийӗсен представителӗсем хутшăнӗç мероприятие.
Кăçал патшалăхăн ятарлă стипендине 21-мӗш хут параççӗ. Ăна фестивалӗн çӗнтерӳçисене тӗррев парас тӗллевпе 2006 çултан пама йышăннă.
«Тутарстанра эпир çамрăк талантсене 2000-мӗш çулсенчен тӗррев пама пуçларăмăр. Пултарулăх элити кăна пуласлăха йӗркелет», – палăртнă «Созвездие-Йолдызлык» фестивалӗн генеральнăй продюсерӗ, Раççей Правительствин культура премийӗн лауреачӗ, Тутарстан Республикин тата Крым Республикин искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Раççейӗн Хисеплӗ наставникӗ, Тутарстан Республикин Общество палатин пайташӗ Дмитрий Туманов.
Çавăнтанпа çулсерен Гран-При илме тивӗçнисене тата «Вокал-соло», «Хореография», «Конферанс» номинацисенче пӗрремӗш вырăн йышăннисене пур ӳсӗмри ушкăнсенче ятарлă стипенди параççӗ. Çак вăхăтра республикăри тӗрлӗ районта пурăнакан 583 ача президент стипендиачӗ пулса тăнă. Унсăр пуçне 1-мӗш степеньлӗ лауреатсене хатӗрленӗ педагогсем те премисем илеççӗ. Ку çитӗнӳсемшӗн награда кăна мар, малалла аталанма пулăшакан май та. Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун стипенди пани «Молодежь и дети» наци проекчӗшӗн пӗлтерӗшлӗ. Ку проект çамрăксене аталанма, çитӗнӳсем тума пулăшать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев