«Созвездие – Йолдызлык» фестивалӗн театрӗ хусансен тепӗр юратнă вырăнӗ пулса тăчӗ
«Созвездие – Йолдызлык» фестивалӗн генеральнăй продюсерӗпе Дмитрий Тумановпа час-час тӗрлӗ мероприятисенче тӗл пулма тӳр килет. Тӗрлӗ проектсем пирки каласа панă чух кашнинчех: «Эпир ача-пăча творчествин сферинче коррупцие тӗппипех кăклама пултартăмăр», – тет вăл кăмăллăн.
«Созвездие – Йолдызлык» фестивалӗн генеральнăй продюсерӗпе Дмитрий Тумановпа час-час тӗрлӗ мероприятисенче тӗл пулма тӳр килет. Тӗрлӗ проектсем пирки каласа панă чух кашнинчех: «Эпир ача-пăча творчествин сферинче коррупцие тӗппипех кăклама пултартăмăр», – тет вăл кăмăллăн. Çакна фестиваль юхăмӗнче ача-пăчасемпе çамрăксене тан майсемпе тивӗçтересси тӗп вырăнта пулни те çирӗплетет. Дмитрий Туманов шучӗпе, ялта пурăнать-и çамрăк талант, пысăк мегаполисра-и – пурин те аталанма пӗр пек майсем пулмалла. Çак принципа çирӗп тытса пырса «Созвездие – Йолдызлык» Республикăн эстрада искусствисен çамрăксен çулленхи уçă телевидени фестивалӗ 25 çул кăтартуллă ӗçлесе пырать. Çӗршер пин ача тухнă фестиваль витӗр 2000 çултанпа.
Нумайăшӗ паян пысăк сцена çăлтăрӗсем пулса тăнă, тӗнчипе паллă опера сценисем çинче юрлаççӗ. Çавсен шутӗнче, сăмахран Рузиль Гатин. 2003 çулта фестивалӗн гран-прине тивӗçнӗскер Италири тӗнчипе паллă «Ла Скала» опера театрӗн сцени çине тухрӗ. Дж.Россинин «Севильский цирюльник», Глюкăн «Эвридика» оперисенче партисем юрларӗ. 2005 çулта «Созвездие – Йолдызлык» гран-прине илнӗ Айдар Сулейманов та пысăк çитӗнӳсем тăвать. Вăл «Тюрквидение», «Биир кун» музыка конкурсӗсен финалисчӗ тата çӗнтерӳçи. Ираида Хусаиновăна федераллă каналта куратпăр, Роман Гимадиев РХТУ студин илемлӗ пултарулăх ертӳçи, Малика Розакова паллă юрăç, кино актриси тата «Росгварди» ансамблӗн солистки пулса тăчӗ. Пултаруллă атьсем тӗрӗссипе питӗ нумай.
Фестиваль юхăмӗ эстрада, сцена искусстви енӗпе аталанса пынă май ертӳçӗсене театр искусствипе те ӗçлесси илӗртме пуçланă.
Çапла 2011 çулта ТР Президенчӗ Рустам Минниханов тӗрев панипе «Созвездие – Йолдызлык» музыка театрӗн проекчӗ çуралать. Пуçарăвăн тӗллевӗ çамрăк талантсене ӳстерессин çирӗп ункине йӗркелесси: фестиваль – творчество аслă шкулӗ – профессилле сцена. Çапла театр ӗçлесе кайса сезонра 2-шер премьера кăларма тытăнать сцена çине.
ГИТИСпа туслашнă
2016 çулта «Созвездие – Йолдызлык» труппи «Театральная магистраль» режиссер ӗçӗсен Пӗтӗм Раççейри виççӗмӗш фестиваль-практикумӗн лауреачӗ пулса тăрать. Эдуард Сажинăн Ярослава Пулинович драма тăрăх лартнă «Наша мечта» спектаклӗ çӗнтерӳçӗсен шутне кӗрет. Музыка театрӗн труппине фестивалӗн унчченхи çӗнтерӳçисемпе лауреачӗсем, РУТИ-ГИТИСран вӗренсе тухнă профессилле артистсем, «Калейдоскоп» çамрăксен театрӗн актерӗсем кӗнӗ. Репертуарта ытларах музыка спектаклӗсем – мюзиклсем, музыка халапӗсем тата ытти.
«Созвездие – Йолдызлык» фестиваль юхăмӗ çулран-çул аталанса пырса патшалăхăн чи тӗп задачисенчен пӗрне ачасемпе çамрăксен нравственнăçпа, культурăпа эстетика аталанăвне пурнăçласа пырать. Темле пафосла илтӗнсен те çамрăк ăрăва этемлӗхӗн халиччен тунă çитӗнӗвӗсене тата та ӳстерме тивет-çке – çӗнӗ çӗнтерӳсем, çитӗнӳсем тума. Ăна вара пур енлӗ аталаннă, кăмăл-сипет енчен пуян ăру кăна пурнăçлаять.
«Созвездие – Йолдызлык» фестиваль проектăн социаллă пӗлтерӗшӗ çав тери пысăк. ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин кăтартăвӗсемпе проекта хутшăннă 70 процента яхăн ачан проект пулман пулсан аталанма майсем пулмастчӗç, мӗншӗн тесен вӗсем сахал тупăшлă е тулли мар çемьесенчен. Вăт, хăвăрах шутлăр, мӗн чухлӗ усă кӳрет ку фестиваль. Республика ертӳçисем çакна ăнланса проекта пур енлӗ тӗрев параççӗ.
«Созвезди» çӗнтерӳçисем 2005 çулта ГИТИСра тӳлевсӗр вӗренме пуçланипе Тутарстан Раççейӗпе те çамрăксене ку йышши тӗрев парассипе пӗрремӗш регион пулса тăнă. Вӗренӳшӗн тӳлеве республика бюджетӗнчен куçарнă. Çапла майпа Тутарстан театр искусствин сферинче кадрсен ыйтăвне татса парас çула пуçланă. Паяна 100-е яхăн фестиваль лауреачӗ ГИТИСра пӗлӳ илнӗ.
«Созвездие – Йолдызлык» 20 çул тултарнă çул вара ГИТИСа вӗренме кӗнисен йышӗпе рекордлă çулталăк пулнă – харăсах 10-ăн вӗреме кӗнӗ Мускаври паллă аслă шкула. Вăл çул конкурс калама çук пысăк пулнă, пӗр бюджет вырăнне – 540 абитуриент! Çак 10 çын хушшинче Хусан, Çырчалли, Çӗнӗ Шуçăм, Заинск, Пӗтреç ачисем. ГИТИС пек чаплă профильлӗ аслă шкулта вӗренни престижлă. Унтан вӗренсе тухнисенчен йӗркеленет те ӗнтӗ Раççейӗн творчество элити.
Тинех театрлă пулнă
«Созвездие – Йолдызлык» фестиваль юхăмӗн паллă событийӗсен шутӗнче 2020 çулта Алафузов театрӗн никӗсӗнче АРТ-центрӗ уçăлни. Фестиваль ачасемпе çамрăксен аталанăвӗнче пысăк вырăн йышăннине, 20 çулта тунă çитӗнӳсене шута илсе ТР Раисӗн Хушăвӗпе организацин театрӗ йӗркеленсе каять. Ку ӗçе унччен те туса пынă та, халӗ хăйсен театрӗ пулни пач урăх шай.
Театр труппинче ку вăхăтра ГИТИС выпускникӗсемсӗр пуçне Е.Вахтангов ячӗллӗ патшалăх академи театрӗ çумӗнчи Б.Щукин ячӗллӗ театр институтӗнчен, Хусанти Н.Жиганов ячӗллӗ патшалăх консерваторийӗнчен, Хусанти культура институтӗнчен вӗренсе тухнисем ӗçлеççӗ.
Труппа пӗрре мар халăхсен хушшинчи театр фестивалӗсене хутшăннă. Вӗсен спектаклӗсене театр эксперчӗсем, театроведсем, критиксем лайăх хак пани пысăк çитӗнӳ. Нодар Думбадзе повеçӗ тăрăх лартнă «Я, бабушка, Илико и Илларион» постановка Раççейӗн чи лайăх 100 спектаклӗсен ылтăн фондне кӗнӗ. Комеди жанрӗпе лартнă спектакльте Грузири пӗр ялти Аслă вăрçă умӗнхи тата вăрçă вăхăтӗнчи пурнăçа çутатса панă. Тӗп герой Зурико ятлă тăлăх арçын ача. Ăна асламăшӗ тата кӳршӗри икӗ старик пăхса тăраççӗ. Вăрçăн йывăр çулӗсене пăхмасăр çынсем малаллах хăйсен пурнăçӗпе пурăнни, юратни çинчен каласа паракан ансат истори.
Ку постановкăна хусансем июнӗн 25-мӗшӗнче курма пултарчӗç. Июнӗн 26-мӗшӗнче «Тартюф-обманщик» спектакле пăхма пулчӗ. Спектакльте режиссер йышăнăвӗпе Жан Батист Мольерăн пьесинчи ӗçсене 20-мӗш ӗмӗрӗн 20-мӗш çулӗсене куçарнă. Ӗçсем Пӗрремӗш тӗнче вăрçи хыççăн пулса иртеççӗ. Пьесăра Мольер йӗрне пӗтӗмпех упраса хăварнă. Ӗçсене вара пире çывăхрах вăхăта куçарса режиссер çынсем 360 çул каялла та, 100 çул каялла та, халӗ те пӗр япаласенех питленине, пӗр япаласенченех кулнине, пӗр япаласемех шутлаттарнине кăтартса парасшăн пулнă ахăр.
Паянпа ыран «Варшавская мелодия», «Изобретательная влюбленная» постановкăсене кайса курма пулать.
«Созвездие – Йолдызлык» музыка театрӗ тетар тӗнчинче паллă вырăн йышăнса пырать. Уйрăммăн 2021 çулта Хасан Туфана халалласа лартнă «Свет далекой звезды» спектакле палăртас килет. Режиссерӗ Рашид Загидуллин. Ун премьеринче пулма тӳр килчӗ мана. Çамрăксен труппи питӗ ăста вылярӗ, куççуль типмерӗ постановкăна курса ларнă чухне. 2022 çулта ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине аталантарассипе комисси тӗрев панипе спектакль тутар чӗлхипе тухрӗ.
Паянхи кун «Созвездие – Йолдызлык» фестивалӗн театрӗ хусансен тепӗр юратнă вырăнӗ пулса тăчӗ. Килте кăна лармаççӗ артистсем, тухса та çӳреççӗ. «Артек» халăхсен хушшинчи ача-пăча центрӗпе килӗшӳ тунине кура унта час-час пулаççӗ, ытти регионсене тухса çӳреççӗ.
Сăнӳкерчӗк https://www.yold.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев