Спас районӗнче поисковиксен шкулӗ ӗçлеме тытăнчӗ
Вилнисен шăммисене чавса кăларма, документсене тӗрӗс тултарма, топографи карттисемпе, GOS-навигаципе усă курма тата ытти хăнăхусене «Поисковый фронт» Пӗтӗм Раççей поисковикӗн шкулӗнче вӗрентеççӗ. Çак кунсенче Спас районӗнчи Вертолетный утравӗнче 10-мӗш вӗренӗвӗ пуçланчӗ, тесе пӗлтерет ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-служби.
Хальхинче 23 регионтан 18 — 65 çулсенчи пурӗ 200 поисковик ятарлă хăнăху илӗ.«Поисковый фронт» шкул 2015 çултанпа ӗçлет. Çак вăхăтра Раççейӗн 34 регионӗнчен пурӗ 4 пин ытла поисковик вӗренсе тухнă. Мероприятие çуллен РФ Президенчӗн гранчӗпе йӗркелеççӗ. Кунта килекенсене пӗр тӗллев — Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин салтакӗсене киле тавăрасси – пӗрлештерет.
Вӗренӳ программи чăнах та анлă: лекцисем, семинарсем, археологи, çарпа истори тата шырав хатӗрлӗхӗпе практика занятийӗсем. Çаплах ДНК-идентификацийӗпе 3Д-моделировани хăнăхăвӗ те. Сăмах май, практика занятийӗсем валли мӗн кирли Вертолетный утравра веçех пур.
Шырав ӗçне пуçăнакансене вăрçă пынă вырăнсенчи экспедицисенчен илсе килнӗ кӗреçе, граната, салтаксен харпăр япалисем пек экспонатсемпе те паллаштараççӗ. Малашне вӗсем хăйсем те экспедицисенче çакнашкал япаласемпе тӗл пулӗç
Юбилейлă 10-мӗш вӗренӗве уçма ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков, «Поисковое движение России» обществăлла юхăмăн координаци канашӗн пайташӗ, федерацин Атăлçи округӗн представителӗ Андрей Мордвинов, Раççей çарпа истори обществин Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçин тивӗçӗсене пурнăçлакан Тимур Камалетдинов, Спасс район ертӳçи Фаргат Мухаметов тата ыттисем хутшăннă.
Сăнӳкерчӗк Раççей çарпа истори обществин Тутарстанри уйрăмӗн пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев