Спас районӗнче хăнтăра çăлнă
Спас районӗнче пурăнаканскер ытларикун ирхине пахчана тухсан кӗтмен хăнапа тӗл пулнă. Йăрансен хушшинче хӑнтӑр аташса çӳренӗ. Кун пирки вăл Тутарстан Республикин биоресурс Госкомитечӗн районти уйрăмӗн ӗçченӗсене пӗлтернӗ.
Ӗçченсем лара-тӑра пӗлмен хӑнтӑра тытнă, ӑна сывлăх енчен тӗрӗсленӗ хыççăн сиен çуккине курсан çутçанталӑкри пурӑну хутлӑхне янă. Халӗ хӑнтӑрсен пӗве тумалли вӑхӑт пулнипе чӗрчун аташса кайнине пӗлтереççӗ Тутарстан Республикин биоресурс Госкомитечӗн районти уйрăмӗн ӗçченӗсем.
Тутарстан Республикин биоресурс Госкомитечӗн пресс-службин сăнӳкерчĕкĕ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев