Спорт ветерансене мирлӗ пурнӑçа таврăнма пулӑшать
Ятарлă çар операцине хутшăнакансене мирлӗ пурнӑçа таврӑнма çӑмӑл мар. Спорт СВО ветеранӗсемшӗн Тутарстанра реабилитаципе адаптацин универсаллӑ инструменчӗ пулса тӑрать. Федераллă центр пулӑшнипе республикăра хӑйне евӗрлӗ условисем йӗркелеççӗ, физкультура сывлӑха çирӗплетессинче тата обществӑна таврăнассинче тӗп вырӑн йышӑнать. «Спорт России» патшалӑх программи – çак улшӑнусен тӗп драйверӗ пулса тăрать.
Паян Тутарстанра ветерансем спортӑн тӗрлӗ тӗсне суйлама пултараççӗ. Сусӑррисем валли ятарлӑ адаптивлӑ дисциплинӑсем хатӗрленӗ, сӑмахран, ларса вылямалли волейбол, регби тата баскетбол коляскăпа. Следж-хоккей та уйрӑм вырӑн йышӑнать, унта хутшӑнакансем ятарлӑ çунапа ӑмӑртаççӗ. Республикӑри спортпа адаптивлӑ шкула кӑна 507 çын, çав шутра 29 СВО ветеранӗ çӳрет.
Унсӑр пуçне республикӑра фиджитал-спорт та аталанать. Тӗслӗхрен, спортсменсем футбола уйра выляма пуçлаççӗ, унтан вăййа компьютер çинче малалла тӑсаççӗ. «Защитники Отечества» фондӑн Тутарстанри уйрăмӗ СВО ветеранӗсенчен профессиллӗ хоккей командине пухассине пӗлтернӗ, суйлав январь уйӑхӗнчен пуçланнă.
Ветерансем муниципалитет спорткомплексӗсене тӳлевсӗр е йӳнӗрех хакпа çӳреме пултараççӗ. ТР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал çӑмӑллӑхсем Пӗкелме, Анат Кама, Кайпăç тата Спас районӗсенчи бассейнсенче, тренажер тата пӑр залӗсенче СВО хутшӑнаканӗн удостоверенине кӑтартсан ӗçлеççӗ.
Хальхи вăхăтра республикăра Адаптивлӑ спорт тӗсӗсен центрне тӑвас проекта хатӗрлеççӗ. Кун пирки республикӑн Спорт министерствин пӗтӗмлетӳ коллегийӗнче ятарлӑ çар операцийӗн ветеранӗ тата «Батырлар. Герои Татарстана» программăна хутшăнакан Анвар Мухаметзянов пӗлтернӗ.
Спорт чылай ветерана хӑйне тупма пулӑшать. Сăмахран, аманнӑ Сергей Разваляев пауэрлифтинг енӗпе тӗнче кубокӗн икӗ хут чемпионӗ пулса тӑватӑ рекорд лартнӑ. «СВОи» музейра ӗçлекен икӗ урине çухатнӑ Рузель Гиниатуллин та ӑмӑртусене хастар хутшӑнать, вăл «Кубок Защитников Отечества» ăмăртусенче медальсем илнӗ.
Тутарстанри спорт ветерансене йывӑрлӑхсене çӗнтерме, çӗнӗ туссем тупма, пурнӑçпа киленме пулӑшать. ТР Раисӗ, Спорт Министерстви тата «Спорт России» программа пулӑшнипе кашни ветеран спортпа туслашма, каллех çитӗнӳсемшӗн савӑнма, туссем тупма пултарать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев