Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

СПОРТ+ЦИФРА ТЕХНОЛОГИЙӖ+НАУКА ÇИТӖНӖВӖ

Январӗн 19-21-мӗшӗсенче вăйлă çил-тăманлă çанталăк тăчӗ пулсан та, Пӗрремӗш «Тутарстан – малашлăх» çемье фиджитал-фестивалӗ маларах палăртнă планран пăрăнмарӗ. Ăна РФ спорт министрӗпе Олег Матицынпа ТР Раисӗ Р. Минниханов Хусанти Кӗрешӳ керменӗнче уçрӗç. РФ Правительствин Председателӗн çумӗ Д.Чернышенко видеоçыхăнупа саламларӗ.

Фиджитал-спорчӗн фестивальне ТР Патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министерстви «Цифра экономики» наци проекчӗпе йӗркеленӗ. Кăçал март уйăхӗнче Хусанта иртекен «Игры Будущего» халăхсен хушшинчи спорта, цифра технологийӗсене тата наука çитӗнӗвӗсене пӗрлештерекен ăмăрту умӗнхи генеральнăй репетицийӗ пулчӗ тесен те юрать ун пирки. Сăмах май, кăçал ăмăртусем пилӗк çӗршывра иртмелле.

Фиджитал-спорт чăнах та малашлăх вăййисен ăмăртăвӗ пулнине палăртмалла. Тӗллевӗ ансат — спортсмен малтан компьютер вăййинче выляса тупăшать, унтан хăй вăйне спортра кăтартать. Çапла майпа фиджитал направленийӗ ачана компьютер вăййисене выляса киберспорт дисциплинисене алла илнипе пӗрлех ӳт-пӗве пиçӗхтерекен спорта та явăçтарать.

2023 çулта Саба, Элмет тата Ешӗлвар районӗсенче иртнӗ турнирсенче çӗнтернӗ чи вăйлă киберспортсменсем çав кун ӳт-пӳ хусканăвӗпе цифра технологийӗсенчен тăракан пилӗк дисциплинăра (фиджитал-футболра, фиджитал-баскетболра, фиджитал-стратегире, фиджитал-кӗрешӳре тата Just Dance ритм-симуляторта) вăй виçрӗç. Чи вăйлисем январӗн 21-мӗшӗнче палăрчӗç.

Ăмăртăва курма килнӗ шкул ачисенчен кашнин çӳллӗ технологисемпе киберспорт тӗнчине чăмма май пулчӗ. Вӗсем валли кунта ятарласа ача-пăча IT-клубӗ, робостанци, кванториум, Free-Play станци, «IT-Куб» вӗрентӳ центрӗ, «Дронсен кӗрешӗвӗ», «Менделеевская долина» ача-пăча компетенцийӗ, кибернетика протезӗсене пăхса тăракан, пӗрремӗш медицина пулăшăвӗ памалли роботлă «Эйдос-медицина» тата ытти станцисем ӗçлерӗç. Урамри фестивале çеç çанталăк туллин ӗçлеттереймерӗ. Кунтах пилотсăр «Камаз», таксисем пулмаллаччӗ. Кашни килен-каяна ăслă, ташлама та пӗлекен робот-йытăсем кӗтсе илчӗç. Компьютер вăййисенчен, роботсенчен аякра тăракан çын хăйне урăх планетăна лекнӗнех туйрӗ-тӗр. Мӗншӗн тесен кашни кӗтесрех çӳллӗ технологи кӗтрӗ ăна: кофе туса паракан, сăн ӳкерекен, шахматла вылякан роботсем…

— Кӗтменлӗх, кăмăллă, интереслӗ– яланхи пекех шӳтпе хакларӗ фиджитал-фестивалӗн масштабне ТР Раисӗ Р.Минниханов сцена çине фестивале уçма тухсан. Вăл залри çамрăксене спортăн çак çӗнӗ тӗсӗсене алла илме чӗнсе каларӗ, мӗншӗн тесен вӗсем — малашлăх. Республикăн тӗп хулине вара пӗрремӗш халăхсен хушшинчи фиджитал –вăййисене ирттерме шаннине палăртрӗ. Ку пысăк яваплăх. Республикăн лидерӗ командăсене ăмăртусенче ăнăçу сунчӗ.

 Пӗрремӗш çемье фиджатал-фестивальне старт пама Раççейӗн чи çамрăк дрон операторӗпе Булат Нургалиевпа Тутарстан киберсудйине Ирина Гайфуллинăна шанчӗç. Çапла вара 2024 çулта Хусан фиджитал центрӗ пулассин пӗрремӗш утăмӗ пулчӗ ку.
(Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество