Сӗрӗм тивнӗшӗн амӑшне айӑплаҫҫӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Сӗрӗм тивнӗшӗн амӑшне айӑплаҫҫӗ

ВУнӑн виҫӗ ывӑлӗ те вилме пултарнӑ

  Хусанта виҫӗ ача амӑшӗ пирки уголовнӑй ӗҫ пуҫарнӑ.

Вӑл хӑй те, хӑйӗн виҫӗ ачине те сӗрӗмпе наркӑмӑшлантарнӑ. 

«Оказание услуг, не отвечающих требованиям безопасности» статьяпа ун пирки уголовнӑй ӗҫ пуҫарнӑ.

Следовательсем пулса иртнин обстоятельствисене тӗпчеҫҫӗ, экспертизӑсем ирттерме палӑртнӑ.

Хусанти Солидарность урамӗнчи 26-мӗш ҫуртри хваттерсенчен пӗринче виҫӗ пӗчӗк ачана тата вӗсен амӑшне сӗрӗм тивнӗ. Ачасене ДРКБ-на илсе ҫитернӗ, амӑшне госпитализаци кирлӗ пулман.

Пулса иртни пирки прокурор тӗрӗслевӗ иртет.


Нет комментариев