Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӳссен тухтăр пулатăп

ТР Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи Ветеринарин тӗп управленийӗ шкул ачисем валли «Эпӗ пулас ветеринари врачӗ» конкурсӗнче Саврăшуçӗнчи пӗчӗк Аксиния Максимова иккӗмӗш вырăн йышăннă.

Çулла ТР Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи Ветеринарин тӗп управленийӗ шкул ачисем валли «Эпӗ пулас ветеринари врачӗ» конкурс йӗркеленӗччӗ. Вăл виçӗ номинаципе иртнӗ: ӳкерчӗк, сочинени тата сăнӳкерчӗк. Конкурса хутшăнас текенсен хăйсен ӗçӗсене районсенчи ветеринари пӗрлешӗвӗсен адресӗпе ярса памалла пулнă. Конкурс иртесси пирки кашни район сайчӗ вăхăтра пӗлтернӗ кун пирки. Кам-тăр асăрхамасть те кун пек хыпарсене, асăрхасан та интересленмесӗрех, уçса вуламасăрах иртсе каять. Пӗр-пӗр çӗре хутшăнас тесен самай тăрăшма тивет-çке-ха. «Эй, пурпӗр парни пире лекмест», – тесе ал сулакан та нумай.

Çапах та хастар çынсем пурах пирӗн хушăра. Ак, тӗслӗхрен, Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче пурăнакан Максимовсенех илер. Хăйсен тăван ачисемпе пӗрлех пилӗк усрав ача çитӗнтерекен ырă çынсем Михаил Львовичпа Татьяна Владимировна çемйи пирки эпир хаçатра пӗрре мар çырнă. Ак хальхинче те конкурс пирки Аксу районӗн сайтӗнче вуласа пӗлсен Татьяна Владимировна кун пирки хӗрне Аксинияна пӗлтернӗ. 1-мӗш класс пӗтернӗскер, хаваспах конкурса хутшăнма килӗшнӗ.

Максимовсем конкурса сăнӳкерчӗк ярса пама шут тытнă. Ӳкернӗ те ярса панă, тем йывăрри те çук теме пулать. Анчах та аплах ансат мар-мӗн. Максимовсем пур ӗçе те тӗплӗн тума хăнăхнă. Ку хутӗнче те чи малтан Аксинияна ветеринари врачӗн профессийӗ пирки тӗплӗн каласа панă, унăн ыйтăвӗсем çине хуравланă. Унтан ăçта, мӗнле тумпа, еплерех сăн ӳкерӗнесси пирки пурте пӗрле сӳтсе явнă. Кӗскен каласан, конкурс валли сăнӳкерчӗк тунă кун питӗ интереслӗ иртсе кайнă. 

Сăнӳкерчӗке палăртнă адреспа ярса панă та ун çинчен маннă темелле Максимовсем. Ара, парне илессишӗн мар, ачисем мӗн пӗчӗкрен хастар ӳсчӗр тесе тăрăшаççӗ вӗсем. Чи кирли – тӗрлӗ çӗре хутшăнса хăвăн пултарулăхна аталантарни, малалла талпăнни.

Çак кунсенче Аксу районӗнчи ветеринари пӗрлешӗвӗнчен шăнкăравласа Аксинияна парне илмешкӗн килме чӗнни Максимовсемшӗн кӗтменлӗх пулнă.

– Пирӗн хӗр сăнӳкерчӗксен номинацийӗнче 2-мӗш вырăн йышăнни çинчен пӗлсен, паллах, пурте савăнтăмăр. Уйрăмах Аксиния хăй хытă хӗпӗртерӗ. Иккӗмӗш вырăншăн панă 1000 тенкӗ укçа та мар, аслисем хăйӗн тăрăшăвне тимлӗх уйăрни, пысăк хак пани пӗлтерӗшлӗ ачашăн. Районти ветпӗрлешӳ начальникӗ Р.С.Хуснуллин нумай ырă сăмах каларӗ çӗнтерӳçе саламланă чух. Çакăн пек конкурс йӗркеленӗшӗн ветеринари пӗрлешӗвне тав тăватпăр, – каласа парать Аксиниян амăшӗ Татьяна Владимировна.

Конкурсра призлă вырăн йышăнни пӗчӗк хӗре тата та хавхалантарса янă. Халӗ Саврăшпуçӗнчи пуçламăш шкулта 2-мӗш класра вӗренекен Аксиния Максимова ӳссен ветеринари тухтăрӗ пулас ӗмӗтпе пурăнать. (Т.Максимова сăнӳкерчӗкӗ). 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Семья