Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

СССР халӑх артисчӗн ятне чӑвашсенчен вӑл пӗрремӗш тивӗҫнӗ

Вӑл ҫулсенче вулав ҫурчӗн пуҫлӑхӗ - ялта чи чаплӑ професси шутланнӑ

Ульяновск облаҫӗнчи Ялавӑрта ҫак кунсенче СССР халӑх артистне Алексей Константинович Ургалкина асӑнса палӑк уҫнӑ.  Облаҫри Чӑваш наципе культура автономийӗ тӑрӑшнипе пулса иртрӗ ҫак паллӑ пулӑм. Бюста уҫнӑ ҫӗре Олег Мустаев, Николай Кондрашкин, вырӑнти влаҫ представителӗсем, ял халӑхӗ хутшӑннӑ.

Паллӑ артист пуличчен 1910 ҫулта Ялавӑрта ҫуралнӑ Алексей Ургалкина вулав ҫуртӗнче заведующий пулса ӗҫленӗ. Тӗрӗссине каласан, 1920-30-мӗш ҫулсенче вулав ҫурчӗн пуҫлӑхӗ - ялта чи чаплӑ профессисенчен пӗри пулнӑ.

Салтака кайсан вӑл Магнитогорскри драмтеатрта актер студине пӗтерет, полкри драма кружокне ертсе пырать. 1936 ҫултан Чӑваш драмтеатрӗнче ӗҫлеме тытӑнать. Малтан актёр пулса, кайран режиссёр ассистенчӗ. Унтан хӑй те пъессӑсем лартма тытӑнать.

Актёр таланчӗ Ургалкина пултарулӑх тӳпине ҫӗклет. Тӗрлӗ рольсенче выляса вӑл 1945 ҫулта ЧАССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ята тивӗҫлӗ пулать. 

Алексей Ургалкин телеспектакльсене хутшӑнать, радиопостановкӑсем йӗркелет. Илемлӗ фильмсене чӑвашла куҫарнӑ ҫӗре хутшӑнать. 

1976 ҫулта Ургалкина СССР халӑх артисчӗ ята параҫҫӗ. Ун ятне ЧАССР Паттӑрлӑхпа Ӗҫ Мухтавӗн Хисеплӗ Кӗнекине кӗртеҫҫӗ.

Паллӑ артиста палӑк лартса Ульяновск облаҫӗнчи чӑвашсем хӑйсен ентешӗн ятне вилӗмсӗрлетеҫҫӗ. Мухтамалла. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев