Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Станислав Леонтьев Хусанта та, Сочире те медале тивӗçнӗ

Адаптивлă хоккей фестивальне те хутшăннă, марафона та ӗлкӗрнӗ

 
Адаптивлă хоккей фестивальне те хутшăннă, марафона та ӗлкӗрнӗ
 
Майăн пирвайхи кунӗсенче Тутарстанăн тӗп хулинче спорта юратакансемшӗн пысăк ăмăрту – «Хусан марафонӗ» – иртрӗ. Унта кăçал 25 çӗршывран 34409 çын хутшăнчӗ. Чăннипех те рекорд! Эппин ку марафон Раççейӗпе илсен шоссе тăрăх чупакансен чи пысăк ăмăртăвӗн ятне тивӗçрӗ. Унта хутшăннă ачасем кӗске дистанцисене чупрӗç пулсан, аслисем 3, 10, 21,1 тата 42,2 километрсенче хăйсен вăйӗсене тӗрӗслерӗç.  
 
Чăннипех те пысăк мероприятие, паллах, чăвашсем те хутшăнмасăр юлмаççӗ. Акă Анат Камăри «Надежда» сывлăх енчен çирӗпех мар ачасен шкул-интернатӗнче 9-мӗш класра вӗренекен Станислав Леонтьев «Хусан марафонӗнче» 21,1 километра чупнă. 
– Пире «Больше, чем можешь» Спортри инклюзи аталанăвӗн ыркăмăллăх фончӗн Хусанти представительствин ертӳçи Алсу Кулага марафона хутшăнма чӗнчӗ. Шухăшламасăрах килӗшрӗмӗр. Пӗчӗкрех дистанцисене вырăн юлманнипе çурма марафона суйлама тиврӗ. Малтанах шикленсе ӳкрӗм, анчах та волонтерсем лăплантарчӗç. Кашни атлетпах икӗ-виçӗ спортсмен-волонтер чупрӗ. Финишра медаль парса чысларӗç. Ывăла питӗ килӗшнӗ, тепӗр çул та хутшăнатпăр тет, – каласа парать Станислав Леонтьевăн амăшӗ Татьяна Николаевна. 
Сăмах май, Леонтьевсем «Хусан марафонӗ» умӗн тепӗр пысăк ăмăртуран – Сочири «Сириусра» иртнӗ Халăхсен хушшинчи адаптивлă хоккей фестивалӗнчен таврăннă кăна-ха. Унта вӗсем иккӗмӗш çул хутшăнаççӗ. Станислав кăçал Элметри «Нефтяник» командăшăн, унăн йăмăкӗ Вера вара «Ак барсшăн» вылянă. Пиччӗшӗ те, йăмăкӗ те вăйăра нумай хутчен гол кӗртессипе палăрнă хальхинче. Стас командăпа пӗрле чемпион ятне илнӗ. Чи асра юлни вара – паллă çынсене курни. Алексей Ягудин тата Роман Костомаров фигуристсемпе, Сергей Сафронов иллюзионистпа, Денис Клявер юрăçпа тӗл пулни фестивале хутшăнакансен асӗнче чылайччен упранӗ. Станислав Леонтьева акă Алексей Ягудин хăй медальпе наградăланă. 
 
Т.Леонтьева архивӗнчи 
сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Общєство