Сочи хулинче «Мир на ладони» проект шайӗнчи «У самого чёрного моря» халăхсен хушшинчи конкурс иртнӗ. Раççейрен тата ют çӗршывсенчен килсе çитнӗ çамрăк талантсем хутшăннă фестивалӗн Гран-прине Хусанти Туслăх Çуртӗнче вырнаçнă Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗнчи чăваш урăмӗнче вӗренекен Стефания Чаркина çӗнсе илнӗ. Унăн педагогӗ – Тутарстанри чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн председателӗ Сильвия Чаркина. Хӗрпӗрчи «Линка-линка» чăваш халăх юррине юрланă.
Çавăн пекех конкурсра Стефания «Кристалл» хореографи коллективӗн йышӗнче виçӗ ташă кăтартнă, вӗсенчен иккӗшӗ 1 степеньлӗ, пӗри 2 степеньлӗ лауреат ята тивӗçнӗ.
Стефания Чаркинăна, унăн педагогне Сильвия Николаевнăна пысăк кăтартусемпе саламлатпăр! Малашне те пултарулăхра çитӗнӳсем тумалла пултăр!
Нет комментариев