Степановсен çемйи чăваш юмахӗпе паллаштарнă
Сасăпа вуламалли кун, декабрӗн 13-мӗшӗнче, кашни регионра «Новогодние семейные чтения вслух. Живая классика» акци иртрӗ. Раççейӗпе 1000 ытла площадкăра пин-пин хутшӑнакан тата ятарлӑ хӑнасем – пурте юратнӑ кӗнекене алла тытрӗç, классикăна сасӑпах вуларӗç.
Санкт-Петербургра пурăнакан Степановсен çемйи те çӗршывӗпех иртекен акцие хутшăнчӗ. Хулари Кӗнеке çуртӗнче иртнӗ мероприятие ятарлӑ хӑнасем – театрпа кино актерӗ Сергей Перегудов тата унăн ывăлӗ – пӗчӗк Александр Сергеевич та пынăччӗ.
Степановсем çак кун «Почему сосна и ель вечнозелёные» чӑваш халӑх юмахне вуларӗç. Чӑваш культурин пӗтӗм илемне, ӑслӑлӑхне кăтартас тӗллевпе Анастасия Петровнӑпа ачисем чӑваш наци тумне тăхăнни куракансене питӗ килӗшрӗ.
Малтанах вулакансем пăлхани сисӗнчӗ пулсан, каярах пăлхану иртсе кайрӗ. Мӗнле пăшăрханмăн? Мероприятирен тӳрӗ эфир пулчӗ-çке! Ăна ытти хуласем те пăхрӗç. Анастасия Петровна çеç мар, унăн хӗрӗсем – Ольгăпа Маша корреспондентсем панă ыйтусем çине хуравларӗç. Каярах Петербургра пурӑнакансем, ытти çӗршывран килнӗ хӑнасем вӗсем патне пырса сӑн ӳкерӗнчӗç, юмахпа наци тумӗ пирки ыйтса пӗлчӗç.
Валериан Гаврилов.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев