Сӗтев панӑшӑн яваплӑх пысӑк пулнине манмалла мар
Тутарстанра пурӑнакан кашни иккӗмӗш ҫын сӗтев пама хатӗр
Социологи ыйтӑмне хутшӑннӑ кашни иккӗмӗш ҫын коррупцилле лару-тӑрӑва лексен сӗтев (взятка) пама хатӗр пулнине пӗлтернӗ. Сӑмах Тутарстанри халӑх пирки пырать. Ҫакӑн ҫинчен ТР Экономика министерствинчи социаллӑ тата экономика мониторинг департаменчӗн информаципе аналитика уйрӑмӗн начальникӗ
Эльвира Юрасова пӗлтернӗ.
"Кашни иккӗмӗш ҫын, коррупцилле лару-тӑрӑва лексен, сӗтев пама хатӗр. Ытларах чухне граждансене коррупцилле лару-тӑрӑва хутшӑнма должноҫри ҫынран ӗҫе лайӑхрах тухнине кӗтни е ӑна хӑйсен майлӑ тума тӑрӑшни тӗртет",– тесе палӑртнӑ Юрасова.
Ыйтӑм тӑрӑх респондентсен 44,6% мӗнле пулсан та, пурпӗр сӗтев памастпӑр теҫҫӗ. Чӗрӗкрен ытларахӑшӗ йывӑрлӑхран тухмалли урӑх ҫул тупма пулать тесе шутлаҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев