Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Стрижсем» тӳпере чух çерçи те çуран утать

Çар техники ӗнертенпех «Казан» Çемье центрӗ умне вырнаçрӗ ӗнтӗ, паян кунӗпех тенӗ пек Казанка çийӗн «Стрижи» кăткăс пилотажлă авиаци ушкăнӗ вӗçет, спецназ вертолетран сикет...

Ыран, октябрӗн 27-мӗшӗнче, хусансемпе хăнасем, килте ларсан нумай çухатаççӗ. Мӗншӗн тесен «Казан» Çемье центрӗ умӗнче чăн-чăн уяв, «Служба по контракту – твой выбор» агитаципе пропаганда акцийӗ пулать. Аса илтеретпӗр, ăна РФ Оборона министерстви ТР Правительствипе пӗрле ирттерет. Çар техники ӗнертенпех «Казан» Çемье центрӗ умне вырнаçрӗ ӗнтӗ, паян кунӗпех тенӗ пек Казанка çийӗн Раççейӗн çарпа космос вăйӗсен «Стрижи» кăткăс пилотажлă авиаци ушкăнӗ вӗçет, спецназ вертолетран сикет, вӗсен те репетици.

Акци ирхине 10 сехетре кикбоксинг элеменчӗсемлӗ зарядкăран пуçланать. Акцие ЦСКАн 200 спортсменӗ кунӗпех тӗрлӗ мастер-класс кăтартать. Çаплах программăра Тӗп çар округӗн оркестрӗн, юрăпа ташă ансамблӗн, Натан рэперăн концерчӗ тата, паллах, «Стрижи» кăткăс пилотажлă авиаци ушкăнӗн вӗçевӗ. Пӗр сăмахпа, ыран çумăр çусан та Хусанта хӗрӳ пулать. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество