Стройка пӗр кун та чарăнса тăман
Пăва районӗнчи Хирти Кушкăра чиркӳ тăваççӗ
Çимӗкре ял халăхӗ çулсерен лавка патне концерт курма пуçтарăнать. Кăçал халăх унта чиркӳ тăвасси пирки пуху ирттернӗ, укçа пуçтарма калаçса татăлнă. Ӗçчен кушкăсем çийӗнчех ӗçе пикеннӗ.
Телеграм-каналта ушкăн йӗркелесе ӗçсем мӗнлерех пынине, укçа мӗн чухлӗ пухăннине каласа пыраççӗ. Фундамент, çутă, шыв... Ыйту нумай çӗнӗ япала тунă чухне. Вӗсене пурне те çийӗнчех татса пама тăрăшать туслă ял-йыш. Кӳршӗ ялсем те хастар пулăшаççӗ кушкăсен ӗмӗтне пурнăçа кӗртме. Кам 5 пин куçарса парать, кам 15.
Июлӗн 21-мӗшӗнче Турă Амăш турăшӗн ячӗпе тăвăнакан храм патӗнче Иоан Атте служба ирттернӗ. Çакăн хыççăн таврара тахçантанпа кӗтнӗ çумăр çунă. «Ку ырă паллă», – теççӗ Турра ӗненекен кушкăсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев