Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Сувар» тусне медаль илнӗ ятпа саламлатпăр!

Сентябрӗн 2-мӗшӗнче иртнӗ линейкăра та акă икӗ ветерана, вӗсенчен пӗрне «Сувар» хаçатăн тусне, темиçе кӗнеке авторне Альберт Миронович Кольцова, панă.

Лайăш районӗнчи Аслă Кабан ялӗнчи шкула Валентин Иванович Андреев академик ( нумай çул ку шкула ертсе пынă) ятне панăранпа çулталăк çитрӗ. Пӗлӳ кунне халалланă линейкăра ачасене саламлама академикăн ывăлӗ, «ЛОГОС» Издательство çурчӗн директорӗ Максим Валентинович Андреев çуллен ятарласа килет кунта. Сăмах май, вăл хăй те çак шкултан вӗренсе тухнă.

Çулталăк каялла хисеплӗ ветерансене Валентин Иванович Андреев ячӗллӗ – Çутӗçшӗн – медальпе чыслама йышăннă вăл. Сентябрӗн 2-мӗшӗнче иртнӗ линейкăра та акă икӗ ветерана, вӗсенчен пӗрне

«Сувар» хаçатăн тусне, темиçе кӗнеке авторне Альберт Миронович Кольцова, панă. Альберт Миронович çак шкула лартнă строитель. 1990 çулсен ылмашуллă саманинче шкул строительствине вӗçлемешкӗн хăйӗнчен нумай пай кӗртнӗ вăл. Кунсăр пуçне халӗ те шкул пурнăçне хастар хутшăнать. Ачасемпе уçă уроксем ирттерсе хăйсен тăрăхӗнчи вӗçен кайăксемпе паллаштарать, хӗллехи вăхăтра тӗрӗс мӗнле пăхмаллине тата сырăшсем ăсталама вӗрентет. Çӗнӗ вӗренӳ çулӗнче те çутçанталăк урокӗсем ирттерме шутлать вăл.

Хисеплӗ ентеш-ветеран нумай пулмасть хăйӗн 80 çулхи юбилейне паллă турӗ. Юбилей тӗлне Чăваш кӗнеке издательствинче унăн «Разговоры о птицах» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Çулталăк маларах Альберт Канашăн премине тивӗçрӗ. Хисеплӗ тусăмăра юбилейпе, çӗнӗ кӗнеке тухнă тата медаль илнӗ ятпа эпир те саламлатпăр. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана