Студент документсене МАХ урлă кăтартма пултарӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Студент документсене МАХ урлă кăтартма пултарӗ

Раççей Патшалăх Думи иккӗмӗш тата виççӗмӗш вулавсенче студент билетне тата зачет кӗнекине цифраллă тăвасси çинчен калакан законăн проектне ырланă. Документсене малашне Патшалăх услугисен порталӗ е МАХ приложени урлă QR-кодпа усă курса кăтартма пулать.

Электронлисем хут документсенчен нимӗнпе те уйрăлса тăмӗç.  QR-кодпа  усă курса вӗренӳ заведенине кӗме, мӗнле вӗренине тӗрӗслеме, çавăн пекех студентсене паракан  çăмăллăхсене илме, тӗслӗхрен, çулçӳрев билечӗ туяннă чухне усă курма пулать.

Унсăр пуçне çак документсенчи даннăйсене патшалăхăн ятарлă тытăмӗнче пичетлӗç. Анчах оборона тата наци хăрушсăрлăхӗ енӗпе специализацилекен вӗренӳ заведенийӗсенче ăс пухакан студентсем документсен хут версийӗсемпе кăна усă курма пултарӗç.


Цифровизация МАХ электронные документы

Нет комментариев