Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Студентсен сесси хыçра, малта – конкурс

Хӗллехи сесси вӗçленнӗ тӗле, Татьяна кунӗнче Студентсен уявне анлă уявласси тахçантанпах йăлара

 

 РФ Президенчӗ В.В.Путин январӗн 25-мӗшӗ Студентсен кунӗпулни çинчен калакан Указа алă пуснă çул Тутартанра пӗрремӗш хут «Çулталăк студенчӗ» конкурс иртнӗ. Кăçал ку мешехе 26-мӗш хут январӗн 27-мӗшӗнче «Пирамида» Культурăпа кану комплексӗнче иртет.

Кун çинчен пире «Татар-информ» информаци агентстви йӗркеленӗ пресс-конференцире каласа пачӗç.

ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Азат Кадыров кăçал конкурса хутшăнма кăмăл тунă студентсем нихăçанхинчен нумай пулнине палăртрӗ, 574 заявка килнӗ йӗркелӳ комитетне.

«Çулталăк студенчӗ» премин 20 номинаци –  10 номинаци хăй тӗллӗн хутшăнакансем валли, 10 – коллективпа заявка панисен. Министр сăмахӗпе, конкурсăн тӗп шухăшӗ – республикăн пулас кадрӗсене туптасси. Азат Рифгатович сăмахне малалла тăсса «Студентсен лиги» çамрăксен обществăлла организацин президенчӗ Шамиль Якупов пӗрремӗш «Çулталăк студенчӗ» конкурсра çӗнтернӗ Тимур Сулейманова («Движение первых» юхăмăн Тутарстанри ертӳçи)   тӗслӗхе илсе кăтартрӗ. Сăмах май, «Судентсен лиги» кăçал 30 çул тултарать. Презизидент çак паллă куна çуркунне ирттерессине пӗлтерчӗ.

Пресс-конференцие пӗлтӗр Гран-при çӗнсе илнӗ Светлана Вяткина та хутшăнчӗ. Вăл Çырчаллинчи Хусан инноваци университечӗн филилӗнче вӗренет. Конкурсра çӗнтерни уншăн питӗ пысăк савăнăç пулнине уççăн каларӗ вăл. Çакăн хыççăн тӗрлӗ шайри тӗлпулусене проектсене хутшăнма чӗнни çинчен те каласа пачӗ.

Пӗлтӗрхи конкурсăн финалне тухнă Жибек Айтбекова та пулчӗ «Татар-информра». Вăл кăçал «Тутарстан Республикин çулталăк студенчӗ – 2025» премин ӗç тăвакан директорӗ. Кӗскен конкурса хастар хутшăнакан муниципаллă районсенчи аслă шкулсен çулран çул улшăнакан хастарлăхӗ çинче чарăнса тăчӗ. Иннополисра, сăмах май, пӗлтӗр 3 студент хутшăннă, кăçал заявкăсен шучӗ 31.

Автор căнӳкерчӗкӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Общєство