Субсиди валли заявка йышăнма тытăннă
Çӗр ӗçченӗсемпе продукци тирпейлекенсен 2023 çулăн 1,2-мӗш кварталӗсенчи тăкакӗсене федераци бюджетӗнчен саплаштараççӗ.
ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерстви ял хуçалăх кооперативӗсемпе продукци тирпейлекенсене 2023 çулăн 1,2-мӗш кварталӗсенчи тăкакӗсене «Пӗчӗк тата вăтам предпринимательствăн субъекчӗсен аккселерацийӗ» программăпа килӗшӳллӗн федераци бюджетӗнчен саплаштарма субсиди уйăрмашкăн суйласа илме заявкăсем йышăнма тытăннине пӗлтерет.
Документсене июлӗн 31-мӗшӗнчен пуçласа августăн 14-мӗшӗччен çак адреспа йышăнаççӗ: 420014, Республика Татарстан, город Казань, улица Федосеевская, дом № 36, 3 этаж, кабинет № 307.
Документсене тунтикунран пуçласа эрнекунччен 8:00 –16:00 сехетсенче (апат тăхтавӗ 12:00 сехетрен пуçласа 12:45 сехетчен) йышăнаççӗ.
Электронлă адрес: Ruslan.Hafizov@tatarstan.ru.
Ыйтса пӗлмелли телефон: (843) 221 76 85.
Заяка памалли йӗркене тата мӗнле документсем кирлине тӗплӗнрех
Министерствăн сайтӗнче çак ссылкăпа кӗрсе пăхма пулать: https://agro.tatarstan.ru/selskohozyaystvennim-potrebitelskim-kooperativam.htm
(И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев