Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Суеçӗсене ӗненекенсем чакнă

Суйлавсенче обществăлла сăнавçăсем пулнине эпир хăнăхнă

 

 

Суйлавсенче обществăлла сăнавçăсем пулнине эпир хăнăхнă

 Кун пирки видеоçыхăнупа пресс-конфенцие хутшăннă Александр Асафов та каларӗ. Александр Николаевич политолог, суйлавсене сăнассипе обществăлла штабăн ертӳçин çумӗ. Суйав участокӗсенче сăнавçăсем пулнине (16 пин çын), çаплах видео сăнав формачӗпе те усă курнине асăнчӗ. Обществăлла сăнавçăсем пур суйлав участокне çынсем ытларах шанни паллă.  Александр Николаевич хăй Мускаври суйлавсене тишкерет, апла пулин те Раççей регионӗсенче суйлав мӗнле пынипе те интересленет. Тутарстанра суйлав çинчен çынсене час-час аса илтернине, суйлав кунне уяв пек ирттернине – концертпа, ярмăрккасемпе, телемарафонпа – ырарӗ. РФ Президентне суйланă тапхăрта та Тутарстанри суйлав участокӗсенчи йӗркепе обществăлла сăнавçăсем кăмăллă юлнине асăнчӗ.  

Александр Асафов çынсен социаллă яваплăхӗ ӳсни çинчен те каларӗ. Çакăн  сăлтавӗсенчен пӗри ятарлă çар операцийӗ пулса тăрать тесе шутлать спикер, ăна пула çынсем политикăпа хастартарах интересленеççӗ. Çавăн пекех суйлава дискредитаци тума  хăтланакансене шанакансем, фейксене ӗненекенсем чакнине те палăртрӗ вăл.

Сăнӳкерчӗк С.Колесникован.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Выборы2024