Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Суйлава уява кайнă пек

РФ Президенчӗн суйлавӗ хальхинче яланхи пек пӗрре мар, виçӗ кун, мартăн 15-мӗшӗнчен пуçласа 17-мӗшӗччен пычӗ


РФ Президенчӗн суйлавӗ хальхинче яланхи пек пӗрре мар, виçӗ кун, мартăн 15-мӗшӗнчен пуçласа 17-мӗшӗччен пычӗ

 Пирӗн çӗршывра суйлав мӗнле иртнине тӗнчипех тимлӗн сăнаççӗ. Пурӗ 129 çӗршывран, çав шутра Европăпа Çурçӗр Америкăран та, 1115 сăнавçăпа эксперт суйлав мӗнле иртнине участоксенче сăнанă.

Тутарстанра мӗнле иртнине паян, мартăн 17-мӗшӗнче, суйлав вӗçленес умӗн сехет çурă маларах Гватемала, Испани, Танзани, Казахстанпа Белорусси эксперчӗсем «Татар-информ» агентствăра каласа пачӗç.

Виçӗ кун хушшинче республикăн пилӗк районӗнче — Елабуга, Арск, Çӳлту, Мамадыш, Спас — 15 суйлав участокӗнче пулма ӗлкӗрнӗ сăнавçăсем. Ялсенче те пулнă, хуласенче те — пур çӗрте те халăх сасăлама йышлăн пынине палăртрӗç. Ют çӗршывсенчен килнисене суйлав уяв пек иртни тӗлӗнтернӗ «Пирӗн Испанире сасăлав пӗр кун çеç иртет, нимӗнле юрă-ташă пирки те сăмах пымасть», — пытармасть тӗлӗннине Хосе Мануэль Менендес Манхон, Испани сăнавçи.Танзани, Гватемала сăнавçисем те çакна çирӗплетрӗç. «Танзанире хăй ирӗкӗпе сăнавçă пулас текене суйлвав участокне кӗртмеççӗ те, парти пайташӗ кăна сăнама пултарать, вăл та пӗччен çеç», — хутшăнать калаçăва Фрэнсис Альфред Мвакабумба. Лару тăру Гватемалăра та уйрăлса тăманнине Витор Уго çирӗплетрӗ. Совет Союзӗнче пулнă çӗршывсенчен килнисем суйлав тытăмӗнче пӗрпеклӗхсене асăрхарӗç.

Патшалăх ертӳçине виçӗ кун суйлани ют çӗршыв сăнавçисене килӗшнӗ: пӗр кунра çын суйлав участокне çитме ӗлкӗреймесен те пултарать, виç кунра суйлакансен шучӗ пысăк пуласси куçкӗрет.

Ют çӗршыв сăнавçисене суйлав участокне çула çитмен ачасемпе, çемьесеме пыни те тӗлӗнтернӗ. Кашни суйлав участокӗнче видеокамерăсем пулнине, онлайн хуть мӗнле участока та кӗрсе пăхма май туса панине пӗр саслăн ырларӗç килнисем. Пӗтӗмӗшле илсен суйлав витӗр курăнмалла таса иртнине, çӳллӗ технологисемпе ăста усă курнине тата халăх суйлава хăй ирӗкӗпе, тулли кăмăлпа пынине палăртрӗç. Суйлав бюллетенӗсене, тӗслӗхрен, икӗ хут усă курма та, пăсса «çӗнетме» те май çук.Сасăсене шутланă чух та автономлă сканировани мелӗпе усă курни суйлавăн тасалăхне сыхласа хăварать. «Испаинре те хальхи вăхăтри технологипе усă куратпăр суйлавсенче, анчах сасăсене шутланă чух тавлашусем сиксе тухаççех», — танлаштарать суйлав йӗркисене Хосе Мануэль Менендес Манхон.

Виçӗ кун хушшинче йӗркелӳçӗсен енчен пӗрре те йӗркене пăснă тӗслӗх пулман. Даурен ‎Базаров, Казахстан сăнавçи пӗр кулăшла самант çинчен каласа пачӗ: " Участокра видеокамерăсем ӗçлеççӗ, онлайн кӗрсе пăхас терӗм. Вӗсем урасене ӳкереççӗ мар-и? Çук иккен, вӗсем урна çине «пăхаççӗ».
Сăнавçăсем суйлава йӗркелекенсен ӗçне пысăка хурса хакларӗç. Нихăш участокра та ăнланмасăр, тӗлсӗр утса çӳрекенсем çук. Суйлавçă участока кӗрсенех ăна ăçталла çул тытмаллине, мӗн тумаллине ăнлантарççӗ. Хускалма, утма йывăррисене суйлав участокӗнче меллӗ пултăр тесе тăрăшнине те асăрхамасăр хăвармарӗ Даурен Базаров.

Сăнавçăсем Мускава таврăнсан çӗршыври суйлав участоӗсенче пулса иртнисене пухса, тишкерсе пӗтӗмлетӳ тӗвасси пирки каларӗç.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выборы 2024