Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Суйлавçăсем валли акцисем

Суйлавра сасăланисене пурне те сулăсем параççӗ, республикипех


ТР Вице-премьерӗ Лейла Фазлеева паян журналистсемпе тӗл пулчӗ. Калаçу РФ Президенчӗн суйлав кунӗсемпирки пычӗ. Хусан, республика çак кунсене ирттерме мӗнле хатӗрленни çинчен кӗскен каласа панă хыççăн çак виçӗ кунра пулса иртекен ӗçсем çинче чарăнса тăчӗ Лейла Ринатовна. Ку енӗпе Тутарстан ытти регионсенчен уйрăлса тăникурăнать. Тӗслӗхрен, суйлав суллисем — браслетсем. 

Суйлавра сасăланисене пурне те параççӗ сулăсем, республикипех. Хусанта сулăпа мартăн 15 — 17-мӗшсенче обществăлла транспортра тӳлевсӗр çӳреме пулать. Вырсарникун «Ак Барс Арена» умӗнчи концерта тӳлевсӗр кӗртеççӗ. Асăрхăр, хусансене çеç мар, республикăн хуть хăш муниципаллă районӗнчен килнисене те çак çăмăллăхсем тивеççӗ. Хусансем Тутарстанăн хули-ялӗсенче суйлав кунӗсенче тивӗçекен çăмăллăхсемпе усă курма пултараççӗ. Элмет, Теччӗ районӗсенче «Точка здоровья» сывлăх сыхлав пӳлӗмӗсем ӗçлеççӗ. Унта терапевт, медсестра суйлавçăсене йышăнаççӗ.

Сулăпа Хусанта çеç обществăлла транспорт çинче çӳреме пулать. Анчах çак йӗркепе пурте кăмăллă тееймӗн: паян пӗр автобус çинче сулăллă пассажира кондуктор çине тăрса билет туянтарнă. Нимӗнле сулă çинчен те илтмен-пӗлмест, имӗш. Çакăн пек чухне пассажирăн мӗн тумалла? Камран пулăшу ыйтмалла?
Вице-премьер Хусанти транспорт комитетне 223-26-30 телефонпа шăнкăравламалла. 

Тепӗр акци, пӗрремӗш хут иртет вăл, машина вылянтарасси. Çемьепе суйлав участокӗнче сăн ӳкерӗнсе ВКонтакте социаллă сете #ВсейСемьейНаВыборы тата #ТатарстанАлга икӗ хештегпа лартмалла. Кашни кун пӗрер çӗнтерӳçӗ палăрӗ. 

Мартăн 17-мӗшӗнче ТНВ канал кунӗпе суйлав мӗнле пыни çинчен каласа парасси çинчен пӗлтерчӗ Лейла Ринатовна. Çӗнтерӳçӗсене Lada Vesta автомобиль çӗнсе илнисен ячӗсене те ТНВ пӗлтерӗ пире.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выборы