Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Шулӗксене пулăшакан 17-ри хӗре тытса чарнă

Санкт-Петербургра ултав схемине хутшăннă 17-ри хӗре тытса чарнине пӗлтерет «РИА Новости» Ленинград облаçӗн Шалти ӗçсен управленийӗн хыпарӗ çине таянса.

Следствирен курăннă тăрăх, полицие пӗр хӗрарăм пулăшу ыйтса килнӗ. Унăн ывăлне такамсем шăнкăравласа урамри тӗм айне хăйӗн тата амăшӗн хваттерӗсен уççисене хăварма ӳкӗте кӗртнӗ. Çапла укçипе хаклă япалисене, пурӗ 6,8 миллион тенкӗлӗх, çаратса тухнă.

Уголовнăй ӗç пуçарнă хыççăн хайхи 17-ри хӗре тытса чарнă, вăл ниçта та ӗçлемест. Вăрланă пурлăха сутса ӗлкӗреймен курăнать, полици ăна хуçисене тавăрса панă.

Хальхи вăхăтра хӗре хуларан тухса кайма юраманни çинчен алă кăна пустарнă-ха, следстви пырать. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев